Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кану паркĕ кăçал та йывăçсемпе пуянланнă

Пурнăçра уйрăм хастарсем пуçарулăх кăтартни яланах ыттисене хавхалантарать. Тăрăнта пурăнакан П.Думилина чăнласах та пурнăç паттăрĕ тесе калас килет. Ял поселенийĕн истори страницине Петр Павлович Чернобыльти АЭСра пулнă инкеке сирме хутшăннипе çырăнса юлнă. Паянхи кун ăна ял халăхĕ пуçаруллă та хисеплĕ ватă пулнипе пĕлет. Çемье пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ялти кану паркне пĕлтĕр çак вăхăтра вĕсем мăшăрĕпе, Людмила Дмитриевнăпа, çĕр тĕп ытла йывăç лартнă. Шел, шăрăх çанталăка пула вĕсенчен чылайăшĕ тымар ярайман. Кăçал вара çемье экологĕсем парка каллех çĕнетнĕ, 170 тĕп хыр лартнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 мая 2011
00:00
Поделиться