Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чăрăшсемпе хырсем лартнă

"Йывăç ларт тата ăна пăхса ỹстер" акцие районти ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем хастар хутшăнаççĕ. Курнавăш ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем çулсерен кĕркуннепе çуркунне йывăçсем лартассипе пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Шел, иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула чылай тĕм хăрчĕ. Çавăнпа та Курнавăшсем халĕ çанă тавăрсах çĕнĕ тĕмсем лартаççĕ. Курнавăшри информаципе культура центрĕн, библиотека ĕçченĕсем ку енĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем культура çурчĕ умне чăрăшсемпе хырсем лартса хăварчĕç.

 



"Елчĕк Ен"
17 мая 2011
00:00
Поделиться