Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Правительство аллейи пулать

Атăл леш енчи «Росинка» физкультурăпа сывлăх центрĕн территорийĕ малашне тата та симĕсрех пулĕ. Шăмат кун республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсем Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе унта Чăваш Ен Правительствин аллейине хывнă. Пĕтĕм Раççейри «Йывăç лартмалли наци кунĕ» акцие хутшăнса вĕсем 50 хунав лартнă.

Йывăç лартасси республика пуçлăхĕшĕн çĕнĕ ĕç мар. Хăй каланă тăрăх - Михаил Игнатьев мăшăрĕпе тата ачисемпе пĕрле çуллен 5 йывăçран кая мар лартать, пĕлтĕр хăйсен çĕр лаптăкĕнче çĕнĕ сад чĕртнĕ. «Чи малтанах çитĕнекен ăрăва çут çанталăка упрама хăнăхтармалла. Çамрăксем хулара йывăçсене хуçнине, Çĕнĕ çул умĕн чăрăш каснине час-часах курма пулать. Хăйсен пурнăçĕнче пĕр йывăç та лартман çынсем кăна çапла хăтланма пултараççĕ», - тенĕ Президент. «Росинкăра» ăсталăха туптакан çамрăк велосипедисткăсемпе вăл икĕ йывăç лартнă. «Пулас чемпионкăсем», - тенĕ вĕсем пирки физкультурăпа спорт министрĕ Анатолий Николаев.

Вице-премьер - Президент Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов та ырă ĕçрен айккинче юлман. Вăл хăй лартнă хунавсене пăхса тăма та шантарнă. Арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче тумалли ĕçе - çурт çĕклессине, ывăл çитĕнтерессине тата йывăç лартассине - Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев темиçе хут та ирттерсе пурнăçланă. Вăл лăсăллă йывăçсене кăмăллать. «Йывăç лартмалли кун пĕр кунлăх кăна ан пултăр, - тенĕ министр. - Паян Çут çанталăк ресурсĕн министерствин ĕçченĕсем Шупашкар лесничествинче ятарласа хатĕрленĕ пĕр гектар çинче 4 пин ытла хунав лартаççĕ».

«Планпа килĕшÿллĕн кăçал иртнĕ çул пушара пула сиенленнĕ 600 гектар вăрмана чĕртмелле. Ĕçсем графикпе килĕшÿллĕн пыраççĕ. Çуннă территорисенче çĕнĕ йывăç лартассине 3 çулта вĕçлессе шанатăп. Тĕп тĕллев - кăçал чăваш вăрманĕсенче вут-çулăма иртĕхтермелле марри. Çавăнпа вăрмана кĕрсе çÿреме чарнă. Ку хула çыннисене килĕшмест-ха, çапах пушарсене ытларах чух шăпах çынсем сăлтавлаççĕ», - аса илтернĕ Игнатьев Президент.

Правительство пуçлăхĕ Олег Макаров вара çав кун Çĕнĕ Шупашкарта пулнă, хула администрацийĕн тата «САН Ин Бев» АУОн вырăнти филиалĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Чиркÿ тÿремĕнче йывăç лартма хутшăннă: пĕтĕмпе 20 чăрăшпа 30 йăмра лартнă. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май премьер çапла палăртнă: «Йывăç кунĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Республикăра пурăнакан кашни çын пĕрер йывăç лартсан та пысăк вăрман пулĕ. Чиркÿ тÿремĕ хула çыннисене илĕртет. Вăл симĕс пулни пурне те килĕшмелле. Хула малашлăхĕ пысăк, вăл çынсене пурăнма хăтлă пултăр. Çĕнĕ Шупашкара унăн аталанăвĕн тĕп планĕпе çураçса тăракан йывăç лартмалли стратеги кирлĕ. Ăна пурнăçласан пĕтĕм хула сип-симĕс пулĕ».

Пĕтĕм Раççейри «Йывăç лартмалли наци кунĕ» кăçал пĕтĕм республика территорийĕнче иртнĕ. Мĕн пур район-хулара йывăç лартас, çĕнĕ аллейăсемпе парксем чĕртес енĕпе анлă ĕç йĕркеленĕ.

 



"Хыпар"
17 мая 2011
00:00
Поделиться