Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шăварса тăраççĕ

Йывăç кунне халалласа иртекен çурхи акцирен райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем нихăш çул та пăрăнмаççĕ. Кăçал вĕсем Елчĕкри тĕп стадиона чăрăшсем лартса хăварчĕç. Çу уйăхĕнче хĕвел самаях хĕртнине кура вĕренỹ ĕçченĕсем вĕсене шăварсах тăрасшăн. - Хамăр лартнă йывăçсене хамăрах пăхса тăратпăр. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла, - теççĕ тăван тавралăха симĕслетес ĕçе кар тăнăскерсем.

 



"Елчĕк Ен"
17 мая 2011
00:00
Поделиться