Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пĕр кунлăх кăна ан пултăр

Пĕтĕм Раççейри «Йывăç лартмалли наци кунĕ» кăçал пĕтĕм республика территорийĕнче иртнĕ. Мĕн пур район-хулара йывăç лартас, çĕнĕ парксемпе аллейăсем чĕртес енĕпе анлă ĕçсем йĕркеленĕ.

Кăçал иртнĕ çулхи пушара пула сиенленнĕ 600 гектар вăрмана чĕртмелле. Çуннă территорисене çĕнĕ йывăç лартассине 3 çулта вĕçлеме палăртнă. Тĕп тĕллев – чăваш вăрманĕсенче вут-çулăма иртĕхме памалла мар. Çавăнпа хальхи вăхăтра вăрмана кĕрсе çÿреме чарнă. Пушар сăлтавĕ чылай чухне çынсемпе çыхăннă-çке-ха.

Иртнĕ шăмат кун республика президенчĕпе Министрсен Кабинечĕн членĕсем акцие хутшăнса Чăваш Ен Правительствин аллейине хывнă.

«Чи малтанах çитĕнекен ăрăва çут çанталăка упрама хăнăхтармалла. Çамрăксем хулара йывăçсене хуçнине, Çĕнĕ çул умĕн чăрăш каснине час-часах курма пулать. Хăйсен пурнăçĕнче пĕр йывăç та лартман çынсем кăна çапла хăтланма пултараççĕ», – тенĕ президент.

Йывăç лартмалли кун пĕр кунлăх кăна ан пултăр. Республикăра пурăнакан кашни çын пĕрер йывăç лартсан та пысăк вăрман пулĕ.

 



"Хресчен сасси"
18 мая 2011
00:00
Поделиться