Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăçсем ешерччĕр

Районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн хутшăннă. Унăн тĕп темисем: çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелесси, çут çанталăка, вăрмансене пушар хăрушлăхĕнчен сыхласси, вĕсене çĕнĕрен чĕртесси, «Вăрман кунĕ» акцие халалласа йывăç-тĕм лартасси.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă, унтан Кивĕ Вăрмар, Мăнçырма, Тикаш ял тăрăхĕсене çитсе унти граждансемпе тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Кивĕ Вăрмар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан ушкăн асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н.Борисовпа тĕл пулса ял тăрăхĕн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Палăртма кăмăллă: республикăра иртнĕ «Ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе чи лайăх ял тăрăхĕ» конкурсра Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, 495 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе вырăнти Культура çуртне çĕнетме палăртаççĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулса курчĕ, вĕрентекенсемпе калаçнă май кунти ачасен çуллахи канăвне еплерех йĕркеленипе паллашрĕ. Шкул директорĕ С.Антонов пĕлтернĕ тăрăх, кашни çулах ачасен канăвне усăллă ирттермешкĕн шкул çумĕнче ĕçпе кану лагерĕ йĕркелеççĕ, çавăн пекех аслăрах классенче вĕренекенсенче йĕркеленĕ ĕç бригади «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОра тăрăшса вăй хурать. Пĕрлехи информаци ушкăнĕ çавăн пекех шкултан вĕренсе тухакансемпе тĕл пулса калаçрĕ, экзаменсене лайăх паллăсемпе тытма ăнăçусем сунчĕ. Çавăн пекех ача сачĕпе, территорие тирпей-илем кĕртес, пушар хăрушсăрлăхне вырăнта пурнăçласа пырас енĕпе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç.

Мăнçырма. В.Петров ертсе пыракан ушкăн асăннă ял тăрăхĕнче ĕçлекен «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхне, культура учрежденине, райпо лавккине çитсе курчĕ. Мăнçырмасене хумхантаракан ыйтусенчен пĕри - культура çуртне ăшă çитменни. Çавăн пекех кунта юсав ĕçĕсем те пурнăçламалла. Ку ĕçсене пурнăçлама асăннă ял тăрăхĕн укçи-тенки çитсе пымасть. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене шыв ыйтăвĕ те канăç памасть. Кунта ăна тарасасемпе çăл куçсенчен ăсаççĕ. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов пĕлтернĕ тăрăх, шыв колонкисем лартас тĕллевлĕ вĕсем.

РФ Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ В.Петров асăннă ыйтусене татса пама республикăра пурнăçланакан тĕрлĕ программăсем пурри çинчен ăнлантарчĕ. Çавăн пекех вырăнти халăха пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те ăнлантармалли çинче чарăнса тăчĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулчĕ, унти кĕрхи культурăсем мĕнлерех ÿснипе паллашрĕ.

Республикăра иртекен «Вăрман кунĕ» акцие халалласа ĕçлĕ ушкăн поселокра воин афганецсене асăнса лартнă палăк патне йывăçсем лартрĕ. Унтан ĕçлĕ ушкăн тавра пĕлÿ музейĕнче пулса ун ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕ. Юлашкинчен Пĕрлехи информаци кунне район администрацийĕнче пĕтĕмлетрĕç.

 



20 мая 2011
00:00
Поделиться