Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пархатарлă ĕç

Мĕн ĕлĕкренех чăвашсен йывăç лартса çитĕнтересси пархатарлă ĕçсенчен пĕри шутланнă. Кăçалхи çуркунне вара çак ĕç Кукашни ял тăрăхĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ара, Кукашнипе Пĕчченхыр ялĕсене пĕрлештерекен асфальт çул хĕррипе пушă выртакан лаптăксем чылай-çке. Ялти общественноç тăрăшнипе, вырăнти хутлăх ертÿçи С. Емельянова пуçарнипе çул хĕррисене ялта пурăнакансем илем кĕртме шут тытрĕç.

Кăнтăрла хыççăн уйсенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă хыр-чăрăш хунавĕсене кăларса хатĕрлерĕç. Ку ĕçре Васильевсен çемйи питĕ хастар пулчĕ. Сăмах май каласан, Алевтина Ивановна вăрман ĕçченĕсен династийĕнчен. Йывăç-тĕм лартас туртăм унăн мĕн ачаран ăша кĕрсе юлнă, халĕ вара ачисене те куçнă. Хăйсен çемйипе Алевтина Ивановна 700 ытла йывăç хунавĕ хатĕрленĕ.

Малтан ял хутлăх пуçлăхĕ пулнă Елена Румянцева та (халĕ Светлана Юрьевнăн наставникĕ вырăнĕнчех) хутлăхри обществăлла ĕçсенчен аякра юлмасть, вăл та çак ĕçе çанна тавăрсах пикенчĕ. Ял хутлăхĕн депутачĕ, уйрăм предприниматель пулса ĕçлекен Олег Кузьмин кăларса хатĕрленĕ хунавсене лартма палăртнă вырăна машинăпа турттарса пычĕ. Кĕçех асфальт çул хĕррипе трактор плугĕпе йĕрсем туса тухрĕç те пухăннисем йывăç лартас ĕçе пикенчĕç. Шкул канашĕн председателĕ Борис Марков, Ирина Сафронова библиотекарь, Ирина Гавриловăпа Герман Александров культработниксем, Кукашнири фельдшер пункчĕн ĕçченĕ Людмила Зайцева, Роза Федоровăпа Ираида Иванова ял хутлăх специалисчĕсемпе Галина Григорьева специалист тата ыттисем те тăрăшса ĕçлерĕç йывăç лартнă çĕрте (сăнÿкерчĕкре). Вырăнти шкулти биологи учителĕ Лилия Прокопьева ертсе пынипе 7-10 классенче вĕренекенсем те активлăх кăтартрĕç. Виçĕ кун хушшинче пурĕ 2000 ытла йывăç лартрĕç Кукашни тăрăхĕнчи çутçанталăк тусĕсем.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 июня 2011
00:00
Поделиться