Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Районта 16 çÿп-çап вырăнĕ

Кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕнчи экологи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе Правительство Председателĕ В.Путин хутшăннипе канашлу иртнĕ.

В.Путин Раççей территорийĕн 15 проценчĕ экологи кăтартăвĕсем тăрăх хăрушă лару-тăрура пулнине палăртнă, ним тумасăр ларни çут çанталăкăн каялла таврăнми лару-тăрăвĕ патне илсе çитерме пултарать. Çавăн пекех вăл çĕре "çÿпĕлентерни" çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăни пирки каланă. Çавăнпа та Россельхозцентрăн кăçалхи апрелĕн 12-мĕшĕнчи çырăвĕпе килĕшÿллĕн, Россельхозцентрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ апрелĕн 21-мĕшĕнче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене тата Чăваш Республикинчи ялсенчи ял хуçалăх тĕллевĕпе усă куракан çĕр участокĕсене, çав шутра пирĕн районăнне те, сăнаса тăмалли пирки хушу кăларнă. Çавна май пирĕн районти пур ял тăрăхĕнче те кун пек сăнавсене йĕркеленĕ.

Сăнав вăхăтĕнче районти ял тăрăхĕсенчи ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем çинче санкцисĕр 16 çÿп-çап вырăнĕ (пĕтĕмпе 0, 36 гектар çинче) пуррине тупса палăртнă. Питĕркасси ял тăрăхĕнче кăна Хурапыр ялĕнчен 1-1, 5 километрта 0, 2 гектар çинче икĕ çÿп-çап вырăнне тупнă. Атнар тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хытă каяшсене пуçтарас тата илсе тухас енĕпе ĕçлени сисĕнет. Хусанушкăньпе Кив Атикасси ял тăрăхĕсенче санкцисĕр çÿп-çап вырăнĕсене тупса палăртман.

 



"Пирěн пурнăç"
04 июня 2011
00:00
Поделиться