Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç лартрĕç - упрамалла кăна

      Районта кашни çулах иртекен «Йывăç ларт та упра ăна» уйăхлăх вĕçленчĕ. Акци вăхăтĕнче районти халăх тĕрлĕ вырăнсенче йывăçсем лартрĕ. Пĕтĕмлетÿ тăрăх районта çак ĕçе 1104 çын хутшăннă, пурĕ 45 423 йывăçпа тĕм лартнă. Чи нумай йывăç лартас тĕлĕшпе Пысăк Енккасси ял тăрăхĕ палăрнă, унта пурĕ 15240 хунав лартнă. Хастаррисем шутне Тикаш (8800 йывăç), Кĕлкеш (5000 хунав), Кивĕ Вăрмар (4715) ял тăрăхĕсене кĕртмелле. Малалла та хастар пуласчĕ, анчах лартнă йывăç хунавĕсене сыхласа упрасчĕ.



"Урмарская районная газета"
07 июня 2011
00:00
Поделиться