Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Сыхлăха çухатма юрамасть

Михаил Игнатьев Президент çĕршыв Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков вăрмансенчи пушарсене сÿнтерес ыйтусемпе ирттернĕ селекторла канашлăва хутшăннă.

Лару-тăру ансат мар. Çулталăк пуçланнăранпа Раççейре 11, 7 пин пушара шута илнĕ. Вут-çулăм алхаснă территори 700 пине яхăн гектарпа танлашнă. Çĕпĕрте, Уралта, Инçет Хĕвел тухăçĕнче çанталăк шăрăх тăрать, çавна май çынсем тимсĕр пулнине кура пушар тухать.

Чăваш ен ГКЧСĕ панă кăтартусемпе республикăра ирĕклĕ 58 дружина йĕркеленĕ, волонтерсен йышĕ – 344 çын. Михаил Игнатьев журналистсене çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Чăваш енри вăрмансенче пушар пулманни çинчен пĕлтернĕ. Çанталăк çумăрлă тăнине кура хăрушлăх пулман темелле. Çапах, унăн шухăшĕпе, шăрăхсем пуçлансанах лару-тăру çивĕчленĕ, çавăнпа та лăпланма юрамасть.

Республикăри лесничествăсенче дежурство йĕркеленĕ, диспетчер пункчĕ талăкĕпех ĕçлет. Техникăн 950 единици вăрмансенчи пушарсене сÿнтерме хатĕр. Республика çĕнĕ машинăсем те туянĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Александр Яковлев кĕçех ятарлă техникăн тата 5 единицине кÿмелли çинчен пĕлтернĕ. Атăл леш енĕ пирки пайăррăн калас-тăк – унта халĕ 22 çын дежурствăра. Инкек пулас-тăк 7 пушар машини тÿрех ĕçе пуçăнĕ. Вăрман пушар службин Шупашкар участокне мотопомпăсемпе, çакса çÿремелли кутамкка йышши огнетушительсемпе тивĕçтернĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
11 июня 2011
00:00
Поделиться