Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вут-çулăмпа кĕрешме - çĕнĕ техника

Республикăн вăрман пушарĕпе кĕрешекен служби çак эрнере çĕнĕ техникăпа пуянланчĕ.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче тĕп хуларан районсене пушар сÿнтермелли çĕнĕ 5 автомашина /ГАЗ-3381/ ăсатрĕç: Шупашкарпа Улатăрти уйрăмсене - 2-шер, Йĕпреçрине - 1. 3-шĕ - 3-шер, 2-шĕ 1,6-шар тонна шыв тултараççĕ. Çак ятпа тĕп хулара савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствин тата ăна пăхăнакан учрежденисен специалисчĕсем хутшăнчĕç. Техникăна пĕр рете лартнă. Вĕсене илме районсенчен водительсем килнĕ.

- Вăрман пушарĕпе кĕрешекен службăшăн паян чăннипех те пысăк уяв, - терĕ Чăваш Республикин çут çанталăк тата экологи министрĕ И.В.Исаев. - Кун пекки темиçе теçетке çул пулман. Çавăнпа паянхи кун пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕ­­шлĕ. Пушарнăйсен техника-пурлăх никĕсĕн 90 проценчĕ кивĕ. Йывăр лару-тăруран тухма республика ертÿçисем пулăшаççĕ. Пушар сÿ­­нтермелли автомашинăсемпе тивĕçтерме Чăваш Ен бюджетĕнчен кăçал 28 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă.

Çак кунсенче тĕп хулана пушар çулне пÿ­­лмелли /вăрман тавра сухаламалли/, ытти ĕç пурнăçламалли 2 трактор кÿрсе килнĕ. Вĕсемшĕн те Чăваш Ен хыснин укçипе татăлаççĕ. Пĕрне Атăл леш енчи вăрман хуçалăхне, теприне Улатăр районĕнчи Кирерине шанса панă.

Кунсăр пуçне министерство бюджетран куçаракан «кĕмĕлпе» çывăх вăхăтра 14 «УАЗ» автомашина туянма палăртнă.

 



"Хыпар"
09 июля 2011
00:00
Поделиться