Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Малти вырăнта - ĕçмелли шыв

«Хыпар» ыйтăвĕсене Чăваш Республикин çут çанталăк тата экологи министрĕн çумĕ Владимир Краснов хуравлать.

- Чĕр таварпа, çĕр çийĕнчи тата айĕнчи шыв-шурпа тухăçлă та перекетлĕ усă курас, вĕсене тата тăван тавралăха промышленноçри техноинкекрен хÿтĕлес, экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе ыррине мĕн тума май килет?

- Социаллă пурнăçпа экономикăра иртнĕ 10 çулта пысăк улшăнусем пулчĕç, - терĕ Владимир Иванович. - Муниципалитетсемпе предприятисем вырăнти минералтан пĕр-пĕр производство йĕркелесе ярассишĕн малтанхинчен аванрах тăрăшаççĕ. Çапах район бюджетне налук параканскере пĕтĕмпех ĕçе яман-ха. Ăна вăя кĕртессине, типтерлĕ те ăнăçлă расхутлассине хамăрăн кун йĕркинчен кăлармастпăр.

- Унăн саппасĕ мĕнле?

- Самаях. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх туприн шутĕнче - тăм, карбонат хутăшĕ, кварц хăйăр, гипс, ангидрит, трепел, торф тата сапропель тупнă 170-е яхăн вырăн. 30 процентĕнчен кăна строительство валли, ытти çĕре яма турттаратпăр. Ытларах - хăйăр, тăм, карбонат хутăшĕ, гипс, ангидрит, торф, трепел. Вĕсен калăпăшне çуллен ÿстеретпĕр. Сăрт-ту чĕр таварне тулашран илетпĕр.

- Шăрăх. Каллех малти вырăнта - ĕçмелли шыв...

- Çапла. Республикăри шывăн пысăк пайĕ ĕçме, йăлара, халăх хуçалăхĕнче усă курма каять, ял-хуларан юхса тухакан таса мар шыва тасатма май туса парать. Министерство мĕн пур управа е унăн объекчĕсене кирлĕ пек ĕçлеттерме предприяти-организацие шанать. Икĕ ен хушшинче çирĕплетекен килĕшÿсенче вĕсен тивĕçĕсене уçăмлă палăртатпăр. Федерацин тата республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем, шыв пуххисене арендăна илнĕ тытăмсем ĕçмелли, ытти тĕллевлĕ шыв-шура техноинкекрен хÿтĕлеççĕ, унăн пахалăхне чакарнă тĕслĕхсене çийĕнчех тупса палăртаççĕ.

- Тĕке майлă шăлни начар мар. Çапах пахалăха татах лайăхлатма çук-и?

- «Чăваш Республикине 2009-2020 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тата «2010-2015 çулсенче Чăваш Республикин экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн куллен ыйтакан шыв пахалăхне лайăхлатассишĕн ятарлă тасату хатĕрĕсене тĕпрен юсатпăр, çĕнететпĕр тата çĕнĕрен тăватпăр. Шыв управĕсене тирпейлетпĕр. Вĕсен çывăхĕнче кĕтÿ çÿретме чарнă, йĕри-тавра йывăç-тĕм çитĕнтеретпĕр...

- Шăмăршă, Вăрнар районĕсенчи, ытти хăш-пĕр çĕрти юхан шывсем çинчи управсем ĕçе кĕчĕç. Вĕсенче йĕркеллех-ши?

- ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи нарăс уйăхĕнче ĕçмелли паха шыв парса тăма йăла, хуçалăх, сиплев ĕçĕ валли хута янă управсен санитари хÿтĕлевĕн лаптăкĕн проекчĕсене йышăнмалли йĕрке çирĕплетрĕ. Сыхлав тăрăхне кашни шыв пуххи таврашĕнче йĕркелеме ыйтатпăр, вăл камăн харпăрлăхĕ шутланнине, çĕр çийĕнчен е айĕнчен уçланине пăхмастпăр. Минерал шывĕ кăларакан обществăсен производство çурт-йĕрĕ тавра та санитари хÿтĕлевĕн округĕсем пулĕç.

- Хăйăр е тăм кăларас ыйтăва мĕнле татса паратăр?

- Хуçалăх ĕç-хĕлĕ, производствăпа потреблени каяшĕ сывлăша тата шыв объекчĕсене ан варалатăр, çĕмĕрĕлме пултаракан гидротехника сооруженийĕсем инкек ан кăтартчăр тесе нумай вăй хуратпăр. Çут çанталăка упрассишĕн тата пуянлатассишĕн, экологи культурине аталантарассишĕн çине тăратпăр.

Отрасльте тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелеме лицензи париччен вăл е ку производство сиенсĕрлĕхĕ е хăрушлăхĕ пирки ăнлантарнине, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан регион шайĕнчи территорине туса хума йышăниччен ирттернĕ экологи тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвне, сунар чĕр чунне тытма ирĕк паракан квотăпа лимита патшалăхăн экологи экспертизи витĕр кăларатпăр.

- Чĕр тавартан, ытти пуянлăхран пайта курнăшăн хыснана куçаракан тÿлев калăпăшне те пĕлес килет...

- Уйрăм çынсемпе предприятисем Раççей бюджечĕн тытăмне пĕлтĕр 250 миллион тенкĕ тÿлевпе налук, çав шутра çĕр айĕнчи пурлăхшăн - 10, йывăç стройматериалшăн - 20 миллион ытла, шыв-шурпа усă курнăшăн - 48, тавралăха сиен кÿнĕшĕн, çут çанталăка хÿтĕлесси çинчен калакан саккунсене пăхăнманшăн, чĕр тавара ĕçе яма ирĕк паракан лицензисемшĕн 170 миллион тенке яхăн куçарнă.

- Кăçал Чăваш Ен федераци программисене пурнăçа кĕртме Раççей бюджетĕнчен миçе тенкĕ илĕ?

- РФ Шыв ресурсĕсен агентстви муниципалитетсен пурлăхĕ шутланакан тата харпăрлăха илме ĕлкĕреймен гидросооруженисене тĕпрен юсама - 25, Мускав пире шыв хутшăнăвĕсем енĕпе шаннă хăш-пĕр тивĕçе пурнăçлама 12 миллион тенкĕ куçарасса кĕтетпĕр. Кунсăр пуçне унтан вăрман хутшăнăвĕсем тĕлĕшпе ĕç тума 118, 4 миллион тенкĕ килмелле.

 



"Хыпар"
20 июля 2011
00:00
Поделиться