Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йăлăма кĕме чараççĕ

Июлĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Йăлăм вăрманне кĕме чараççĕ, автомобильсемпе те кĕме юрамасть. Çакăн пирки Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ ятарласа постановлени кăларнă. Сăлтавĕ – çанталăк шăрăхланни. Вăрманта хăварнă кăвайт кăмрăкĕ, кăмпа-çырлана çÿрекенсем йышланни е тата ытти сăлтавсене пула хăй тĕллĕн пушар тухма пултарасси. Пропуск йĕркине Раççей МЧС со­труд­никĕсен патрулĕсем тĕрĕслесе тăраççĕ.

Оригинал статьи: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=591&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=198448

 



"Тăван ен"
22 июля 2011
00:00
Поделиться