Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Каплах пырсан, мĕн калаçмалли

Çут çанталăкпа этем пурнăçĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăк ырлăхĕ, илемĕ кашни çыншăн пысăк пуянлăх.

Анчах хальхи саманара çав пуянлăх ытларах хăйсен тесе шутлакансем те тупăнаççĕ. Вăрмана сăтăр тăвакансем те çук мар. Ун пеккисем паян пурăнса е пуйса пултăр теççĕ пулас. Унашкал тĕслĕхсем хамăр районтах пур.

Çавах та пĕтĕм ырлăх-пурлăха туртса илеймĕн. Мĕн тери илемлĕн сарăлса выртаççĕ улăх-çарансемпе вăрмансем, юхан шывсемпе кÿлĕсем, пĕвесем, уй-хирсем... Уйрăмах çуркуннехи-çуллахи вăхăтра мĕн тери савăк та илемлĕ тавралăх. Пурăннăçемĕн пурăнас, ырă ĕç тăвас килет. Ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çемьесем, çут çанталăк тусĕсем тăван тавралăхшăн ыррине сахал мар тăваççĕ. Çакăнпа пĕрлех, паллах, тата çине тăмалли те сахал мар. Ку тĕлĕшпе пурнăçа кĕреймесĕр юлнă проектсем те пĕрре-иккĕ кăна мар. Вĕт чылайăшĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавна май маларахри çулсенче пурнăçа кĕртнисене тĕрĕс-тĕкел упраса усрасси те тимлĕх ыйтакан ыйту. Ку вăл чи малтанах гидросооруженисене, пĕвесемпе кÿлĕсене пырса тивет. Ăшăпа нÿрĕк пулсан пурте пулать. Унччен районти юхан шывсем çинче вырăнти гидросооруженисем час-часах тăватчĕç, проектпа смета документацийĕсем хатĕрлесе, тимĕрпе бетон конструкцисемпе усă куратчĕç. Юлашки çулсенче унашкал объектсем туни пит сисĕнсех каймасть. Пурнăçăн вара пур енĕпе те малалла аталанса-çирĕпленсе пырсан лайăх-çке.

Çĕр çинче ырă шухăш-кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ, ăнтăлакан çынсем ытларах пулсан, ырă ĕçсем те ытларах пулĕç, йĕркесĕрлĕхсемпе çитменлĕхсене çĕнтерсе пырĕç, хамăр пурăнакан вырăнпа çĕр-шывăмăр та илĕртÿллĕрех, хăтлăрах та хăватлăрах курăнĕ.

Хăшĕ-пĕрисем пурăнма шутласан та, ăсланма шухăшламаççĕ те. Юлашки вăхăтра ун пеккисем кĕрхи çумăр пĕлĕчĕсем пекех улшăнса пыраççĕ пулас. Лайăх еннелле теме çук, паллах. Самана сахал мар çынна ĕçлеме мантарнăран халĕ хăшне-пĕрне нимĕн те кирлĕ мар тейĕн. Çынсен чунсăрлăхне пула тавралăх та вырăн-вырăнпа хăйĕн малтанхи пахалăхне, илемлĕхне çухатса пынăн туйăнать. Çав вăхăтрах уншăн тимлекен, тăрăшакан вырăнта тавралăх ешерсе илемленет, çирĕпленет, çимĕç парать, тасалăхĕпе савăнтарать.

Хăй вăхăтĕнче вăрмансене те çут çанталăкăн виçесĕр пуянлăхĕ тесе шутларăмăр пулас. Халĕ вара вĕсенче касмалли паха йывăçсем кăна мар, вăрманĕсем хăйсем те сайралса, çаралса пыраççĕ. Ĕлĕкхи çĕршер çулхи ватă юмансем вăрçă вăхăтĕнчи хаяр условисенче те упраннăскерсем халĕ хăрма, пĕтме пуçларĕç. Ĕлĕк чăтлăх пулнă вăрмансем пĕрин хыççăн тепри çунма тытăнчĕç. Вĕсем те, тĕпрен илсен, пирĕн чунсăрлăха, тимсĕрлĕхе пула çунаççĕ. Хальхи пурнăçра укçа хуçа пулса тăнăран никама та шанма çук. Вăрмансене çаратса сутса пĕтернĕ хыççăн юри те çунтарма пултарĕç списать туса кăларма ансат пултăр тесе. Пушар каласа параймĕ, вăл пур айăпа та чăтать. Çуллен сахал çунать-и вăрман çĕр-шывра тата хамăр республикăра та. Шăрăх çанталăкра уйри е вăрмансемпе вĕсен çывăхĕнчи типĕ курăксене тивертсе яни те чылай хăрушлăх кăларса тăратма пултарать тавралăхшăн, вăрмансемшĕн, ялсенче пурăнакансемшĕн. Иртнĕ çул кăна-ха миçе ял вут-çулăм ытамне лексе кăмрăк купи пулса юлнă çĕр-шывра. Юрать-ха, çурт-йĕр çавăрма çапах та патшалăх пулăшать вĕсене. Унсăр пуçне миçе пин гектар вăрман, пĕр айăпсăр яштака хырсемпе чăрăшсем, ытти паха йывăçсем, тискер чĕр чунсемпе вĕçен кайăксем шар курнă. Вĕт, паллă, çынсен чунсăрлăхĕпе тимсĕрлĕхĕнчен сахал мар килет çакă.

Хăшĕ-пĕрисем вăрмана машинăпах усăллă канма кайма юратаççĕ. Вĕсем хыççăн вара унта эрехпе сăра кĕленчисем, пакетсем, консерв банкисем, пластик савăтсем, хут-хаçат татăкĕсем выртса юлаççĕ. Кÿлĕсемпе юхан шывсен хĕррисенче те çав йĕркесĕрлĕх. Хамăрăн тăван тавралăха хамăр алăпах варалатпăр, юхăнтаратпăр вĕт капла. Мĕншĕн харпăр хăй хыççăн типтерлемелле мар, ăпăр-тапăра пĕрле илсе тухмалла мар. Вăрмансенче сăлтавсăрах кăвайт чĕртме юратакансем те йышлансах пыраççĕ. Ÿсĕрпе е ÿркенсе кăвайт е пирус тĕпне сÿнтермесĕр хăварни те пулать. Машина çинче пĕрле шыв пулсан лайăх пулмалла кун пек чухне. Йĕркеллĕ, шанчăклă пуласси никамран та мар, хамăртан килет. Тăван тавралăх эрехе пула мĕн чухлĕ сăтăр курнине те манар мар.

Çулсен хĕррисемпе хÿтлĕх тума лартса чĕртнĕ вăрман тăрăхĕсенчи çамрăк яштака хурăнсене те тĕпрен йăвантараççĕ милĕк хатĕрлеме. Хăйсен ĕмĕрĕнче пĕр йывăç-тĕм лартса курнă-ши хăть çавнашкал чунсăр çынсем. Вăхăт иртнĕçемĕн хырсемпе чăрăшсене те куç хывма пăхĕç. Кÿлĕсемпе юхан шывсем хĕрринчи йывăçсене те пĕр хĕрхенмесĕр касаççĕ. Çавна май юхан шывсем ăшăхланса тата тасамарланса хăйсен илемне çухатасси те инçе мар. Хамăрăн культурăсăрлăха, чунсăрлăха пула экологие, хамăр пурăнакан тавралăха калама çук сăтăр тăватпăр. Урăхла каласан, хамăр ларакан турата хамăрах касатпăр. Çакна ăнланса илме йывăр-ши.

Юлашки вăхăтра шывра тата çĕр çинче пурăнакан чĕр-чунсен хисепĕ те чакма пуçланăн туйăнать. Йăнăшатăп пулсан, тем пекехчĕ. Таврари кашни мулкач пуçне виçшер çын пăшал çакса тухсан, ăçтан ĕрчесе ĕлкĕртĕр-ха вăл. Ĕлĕк хамăр тăрăхри юхан шывсенче те темиçе тĕрлĕ пулăччĕ, халь вĕсем те куçран çухалса пыраççĕ. Пулăсене вăлча сапнă вăхăтра тата ытти чухне те кÿлĕсемпе юханшывсенче сĕрекепе сĕрсе е сеть карса тытатпăр пулсан, мĕн калаçмалли юлать унта.

 



"Ял ĕçченĕ"
22 июля 2011
00:00
Поделиться