Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тăван тавралăха варалатпăр

Тăманлă Выçлире кирпĕч завочĕ патĕнчи карьертан пулса кайнă кÿлĕ пур. Ăна эпир завод кÿлли тесе калатпăр. Кашни çулах çак вырăнта, шыв тăрă та таса пулнипе, питĕ нумай çын шыва кĕрет. Анчах темшĕн-çке хамăр тавралăхри тасалăха тытса пымастпăр. Пĕрисем килеççĕ — эрех-сăра бутылкисене пăрахса хăвараççĕ, теприсем — хĕвел çаврăнăш, чипс пачкисене. Çу каçипе кÿлĕ патĕнче темĕн чухлĕ çÿп-çап пуçтарăнать. Кайран ăна камăн пуçтармалла? Каллех никама та кирлĕ мар-ши? Çак çÿпсене хутаççа чиксе хамăрпа пĕрле илсе кайма пулать-çке. Таса çĕрте шыва кĕме хамăрах лайăх ĕнтĕ. Упрар тăван тавралăха, варалар мар. Çакна эпир такамшăн мар, хамăршăн тăватпăр вĕт.

 



"Каçал Ен"
23 июля 2011
00:00
Поделиться