Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмана пушартан сыхлар

Пирĕн тăрăхра вăрманлă вырăн сахал мар. Çу кунĕсенче унта çырла-кăмпа пуçтарма, мăйăр татма, милĕк хуçма çÿрекен чылай. Çут çанталăк пурлăхĕпе усă куракансем çеç мар, унăн илемĕпе киленес текенсем те нумай. Кăвайт чĕртсе шашлăк тăвакансене (кун пек чухне эрех-сăрасăр пулмасть) те час-часах курма пулать. Эпир, çынсем, вăрманшăн хамăр хăрушлăх пулса тăни çинчен пит шутласах каймастпăр çав. Пирус тĕпне сÿнтермесĕр пăрахни, кăвайтпа асăрхануллă пулманни, автомашинăпа, мотоциклпа иртсе çÿрени пушар сăлтавĕсенчен чи анлă сарăлнисем шутланаççĕ. Этем факторне пула вут-çулăм ытларах тухать. Паллах, çут çанталăкăн хăйĕн те хăвачĕ пысăк. Калăпăр, аçа-çиçĕм çапнипе те вăл е ку йывăç çунма пултарать. Торф вырăнĕсем те хăйсене хăйсем чĕрĕлсе кайнине пĕлетпĕр.

Иртнĕ çулхи шăрăх самаях тип шар кăтартрĕ. Российăра мĕн чухлĕ вăрман кĕлленмерĕ-ши; Çапах та Шăмăршă лесничествинче вăрман çуннă тĕслĕх нумай пулчĕ тесе калас килмест. Пурĕ 4 хутчен 3, 99 гектар çинче çулăм алхасса илчĕ. 2009 çултипе танлаштарсан, ку кăтарту пĕчĕкленнĕ — 56 процент тата 8, 9 процент.

Вăрман хуралĕпе çăлавçăсен тăрăшулăхне пула пирĕн тăрăхра лару-тăрăва çирĕп сăнаса, асăрхаса тăнă. Кунсăр пуçне çынсене вăрмана кĕме чарни те вырăнлă пулчĕ.

Инкек-синкекрен сыхланас тĕлĕшпе патшалăх вăрман хуралĕ паянхи кун та нумай ĕçлет. Пирĕн тăрăхри вăрмансене ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн Комсомольскинчи участок лесничестви пăхса тăрать. Пушара хирĕç кĕрешме вăрман хуçалăхĕсен техника, оборудовани сахал мар. Вĕсен шутĕнче 8 станци, вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли хатĕрсен 40 пункчĕ. Пушар дружининче 63 çын хăйсен ирĕкĕпе тăрать. Тата çирĕмĕшĕ — служба ĕçченĕсем. Вĕсем пурте инкеке хирĕç кĕрешме тактикăпа ятарлă вĕренÿре пулнă. Кăçалхи çу кунĕсенчи тапхăрта «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн территорийĕнче пушара хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе план туса хатĕрленĕ. Ăна Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе çирĕплетнĕ.

Вăрман çунаслăхне чакарас енĕпе лесничествăра çулсерен профилактика тата оперативлă мероприятисем туса ирттеретпĕр.

Кашни çын пушара хирĕç кĕрешес ĕçе хутшăнма пултарать. «Мĕнле майпа?»— тесе ыйтĕç хăшĕ-пĕрисем. Хамăртан мĕн килнине çеç пурнăçламалла: уй-хирти, уçланкăсенчи типĕ курăка çунтарма юрамасть (кам та пулин çакна тусан — асăрхаттармалла);

типĕ вăрманта е ун çывăхĕнче кăвайт чĕртмелле мар (енчен те кăвайтсăр май çук пулсан — кайран ăна шыв сапса лайăх сÿнтермелле);

сÿнмен шăрпăкпа пируса ан пăрахăр;

петардăсемпе, бенгали çуртисемпе çулла ан усă курăр;

вăрман çумĕнчен иртнĕ чухне çÿрекен техникăпа асăрхануллă пулмалла (шала машинăсемпе, мотоциклпа кĕме тăхтамалла).

Çаксене асăрхаса пырсан çут çанталăка пысăк пулăшу панă пулăттăмăр.

Пушар тухсан мĕн тумаллине пĕлетпĕр-ши тата? Вăрманта тĕтĕм шăршине туйсан вăл хăш енчен килнине, çил ăçталла вĕрнине ăнланса илме тăрăшăр. Çывăхра ача-пăча пуррипе çуккине сăнăр. Енчен те çулăма хăвăрах сÿнтерме пултаратăр пулсан — ку ĕçе хăвăртрах пуçламалла. Çунакан лаптăк пысăк тăк, вăхăта çухатмасăр, пулăшу чĕнмелле. Юнашарах шыв пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕк çулăма тăпра сапмалла. Çирĕп пусмапа е йĕпе тумтирпе хуплама юрать. Паллах, торф шурлăхне вут хыпнă пулсан, хăвăр вăя çеç ан шанăр! Çиле хирĕç утса вăл вырăнтан айккинелле кайма тăрăшăр. Умри çула туяпа (патакпа) пусса тĕрĕслесе пыма ан манăр.

Сывлăшри тĕтĕме пула сывлама кансĕр. Çавăнпа çăвара йĕпе татăкпа хупламалла. Кирек мĕнле йывăр лару-тăрăва лексен те çухалса каймалла мар.

Пушар хуралне вăхăтра хыпар çитерни вăрмана сыхласа хăварма пулăшать. Вăл — пирĕн пуянлăх. Ăна упрасчĕ тесе кашнин тăрăшмалла.

 

 



"Каçал Ен"
23 июля 2011
00:00
Поделиться