Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Таса шыв – сывлăх çăл куçĕ

ХАЛЬЛĔХЕ нихăш географи картти çинче те кун пек кÿлĕ пуррине палăртман. Анчах çак çитменлĕхе пĕтерме вăхăт ĕнтĕ – Шăмăршă районĕнчи Палтиел çумĕнчи вăрманта, Хырла юхан шывне пÿлсе мăн плотина тунă. Унăн лаптăкĕ пысăк – 420 гектар. Управа 15, 7 миллион кубла метр шыв пуçтарăннă. Тĕп дамба тăршшĕ икĕ çухрăм. Строительсен «штабĕн» ертÿçи Камиль Салихов тĕп инженер пĕлтернĕ тăрăх – федерацин Атăлçи округĕнче этем аллипе тунă çакнашкал объект (ĕçмелли шыв пухмалли) хальлĕхе урăх çук.

Республикăри тата Раççейри «Таса шыв» программăпа килĕшÿллĕн çакăнти шывпа республикăн кăнтăр енче вырнаçнă Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи тата Каçал енĕн пĕр пайĕнчи ялсене тивĕçтерме тытăнмалла. Сăлтавĕ паллă: халĕ пусăсенчен тата артезиан шăтăкĕсенчен илекен шыв санитари нормисене пĕрре те тивĕçтермест. Уйрăммăн илсен таврари çăлсенче тимĕр тата бор виçисем виçĕ хут пысăк. Акă мĕншĕн эпир вар-хырăм чирĕсемпе нушаланатпăр!

Управăн никĕсне 2005 çулхи май уйăхĕнче хывма пикеннĕ. Виçĕм çул вара çулталăк вĕçĕнче гидроузела патшалăх комиссийĕ хута яма йышăннă. Анчах çакă пĕтĕм ĕç-пуç вĕçленнине пĕлтермест-ха – çурри кăна темелле. Пĕвен айлăм пайĕнче шыва тасатакан хăватлă сооруженисем туса лартмалла. Халĕ кунта Шупашкарти «Старко» компани строителĕсем хĕрсех пулас çурт-йĕрпе резервуарсене çĕклеççĕ. Республика бюджетĕнчен кăçал ун валли 153 миллион тенкĕ уйăрнă.

Пархатарлă ĕç пуçарни аван. Анчах строительство вăраха кайнă (ултă çул!). Акă мĕншĕн республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнче иртнĕ эрне кун ĕçлĕ çул çÿревре пулнă чухне чăн малтан çак строительство площадкинче чарăнчĕ те. Монтажниксемпе тĕл пулса калаçнă тата управпа тĕплĕ паллашнă хыççăн вăл пусарсах çапла палăртрĕ: «Пуçланă аслă стройкăна хăвăртрах вĕçлемелле! Халăх çакна тахçанах кĕтет».

Сăмах май, проект тăрăх мăн плотина 84 яла татти-сыпписĕр шыв парса тăмалла, ун валли патшалăх вăйĕпе 300 километр «тымар» йĕркелемелле. Çак ĕмĕте çитерме Раççей Перекет банкĕ кивçен укçа уйăрни кирлĕ. Тепĕр çул вара территорине тирпей-илем кĕртмелли тата ытти вак-тĕвек ĕç кăна юлать. Влаçпа бизнес пĕрле вăй хурсан – ăнăçу пулатех!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 августа 2011
00:00
Поделиться