Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çут çанталăк палăкĕсене - уйрăм тимлĕх

Чăваш Республикинчи уйрăм тимлĕх уйăракан çут çанталăк территорийĕсемпе объекчĕсене сыхлакан дирекци инженерĕ В.Ильин иртнĕ кунсенче пирĕн районти çут çанталăк палăкĕсене çитсе курнă, вĕсенчи ĕç-хĕле хак панă. Елчĕк район территорийĕнче уйрăммăн сыхлакан 9 çут çанталăк палăкĕ шутланать. Вĕсем: Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче - Лысогорск карьерĕн çурçĕр хĕвел анăç пайĕ, Шăмалакри ландшафт, Курнавăш ял тăрăхĕнче - Çутă кỹлĕ, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче - Тĕпсĕр кỹлĕ, Тăрнашур кỹлли, Аслă Елчĕк сачĕ патĕнчи çăл куç, Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче - Аслă Таяпари çăл куç, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче - Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çăл куç, Елчĕк ял тăрăхĕнче - "Патреккел çăл куçĕ" çут çанталăк палăкĕ. Вĕсенчен кашнийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, Лысогорск карьерне наукăра та пысăк хак панă. Çут çанталăк палăкĕсен территорийĕнче Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ сайра тĕл пулакан ỹсен-тăрансене, чĕр чунсене асăрхама пулать. Çут çанталăк палăкĕ пĕлтерĕшлĕ çăл куçсенчи таса шыва районта пурăнакансем хапăлласах ĕçме, апат-çимĕç хатĕрлеме усă кураççĕ. Палăртнă объектсене çитĕнекен ăрусемшĕн те вĕсем пысăк пуянлăх пулса юлччăр тесен пирĕн вĕсене упраса хăварассишĕн сахал мар вăй хумалла

 



"Елчĕк Ен"
17 августа 2011
00:00
Поделиться