Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç лартассипе уйăхлăх иртет

Чăваш Республикин Президенчĕн 2005 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Йывăç кунне ирттерме йышăннине пурнăçласа районта çулленех анлă ĕçсем иртеççĕ.

Черетлĕ кĕр кунĕсем çитнĕ май сентябрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов авăн уйăхĕн 15 – юпа уйăхĕн 15-мĕшĕсенче районта йывăç лартассипе тата ялсене тирпей-илем кĕртессипе уйăхлăх ирттерме йышăну турĕ, ĕçсен планне çирĕплетрĕ. Уйăхлăхра эрозипе кĕрешес ыйту тĕп вырăнта. Çак тĕллевпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайне вырăнсенчи ял тăрăхĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе тата организацийĕсемпе калаçса татăлса йывăç лартмалли вырăнсене палăртма тата мĕн чухлĕ лартмаллине пăхса хăварма хушнă. Тĕп тĕллев – эрозипе кĕрешесси.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асăннă йышăнупа килĕшÿллĕн хăйсен территорийĕсенчи предприяти-организацисен ертÿçисемпе ялсемпе хăйсем вырнаçнă территорисене тирпей-илем кĕртме пĕрле ĕçлемелли пирки каланă. Ку ыйту вара кашни ял тăрăхĕнчех малти вырăнта.

Çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен специалист-эксперт Г. Симаков Ильинка лесничествипе пĕрле йывăç калчисемпе тивĕçтерессишĕн яваплă пулса тăраççĕ.

Йывăç лартас уйăхлăх епле пынине район хаçачĕ çутатсах тăрĕ. Кун пирки хыпарсем район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен сайчĕсем çинче те пулмалла.

Асăннă йышăну епле пурнăçланнине тĕрĕслесе тăрассишĕн район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Г. Никитин яваплă пулса тăрать.

Мĕнех, уйăхлăха активлă хутшăнса йывăçсем ытларах лартар, хамăр тăван ене хăтлăрах тăвар, тирпейлĕхе мала кăларар. Уйăхлăх ĕçĕ район хаçачĕн страницисенче курăнсах тăрĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 сентября 2011
00:00
Поделиться