Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăçсене сыхлăр

Професси уявĕ — Вăрман ĕçченĕсен кунĕ çывхарнă май кăçалхи пушар тапхăрĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес килет.

Чи малтанах çакна палăртасшăн: кăçал Сурăм участок лесничествинче пушар тухнă тĕслĕх пулман. Ку евĕр хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров “2011 çулхи çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта Красноармейски районĕнчи ялсемпе экономика обăекчĕсенче пушар хăрушсăрлăхне йĕркелемелли мерăсем çинчен” йышăну кăларнă. Сурăм участок лесничествин коллективĕ çавна май вырăнти халăхпа шкул ачисем хушшинче вăрманта вут-кăвар алхасасран асăрхаттарас тĕлĕшпе калаçу мелĕпе, хаçатра статьясем пичетлесе ăнлантару ĕçне туса ирттернĕ. Çынсем йышлă пулакан вырăнсенче агитацин 84 материалне курăнмалли çĕре çакнă. Кунпа пĕрлех хуçалăхсен ертÿçисемпе Сурăм участок лесничествин вăрманĕсем çумĕнчи çĕрсемпе усă курмалли ĕçсене йĕркелемелли майсене пăхса тухнă.

Вут-кăвартан асăрханас тĕллевпех лесничествăра ĕçлекенсенчен мобильлĕ ушкăн туса хунă. Вăл пушар уйрăмах тухма пултаракан вăрман участокĕсене тĕрĕслесех тăнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра халăха Сурăм лесничествин вăрманĕсене кĕрсе тухассине чарас енĕпе те йышăну кăларнă.

Вăрмансенчи пушарсенчен сыхланас ĕçре минерализациленĕ ятарлă касăсем туса хăварни те питĕ кирлĕ мероприятисенчен пĕри пулса тăрать. Енчен те 2010 çулта вĕсене 10 километр тунă пулсан, кăçал — 21. Кунсăр пуçне кĕркунне унччен хатĕрленисене тата 12, 5 çухрăм тăршшĕ çĕнетме пăхнă.

Пĕлтĕр район территорийĕнче 9, 4 гектар çинчи вăрмансем çынсем вут-кăварпа усă курнă чухне тимсĕр пулнăран пĕтнĕ. Çитес 3 çулта вăрмансене çуннă йывăçсенчен тасатас тата ку лаптăксенче çĕнĕ йывăçсем лартса хăварас тĕллев тăрать. Пушар вĕсене темиçе сехетрех тĕп тăвать, çĕнĕрен чĕртме вара темиçе çул та кирлĕ. Пирĕн задача — вут-кăвар вăрмансенче тухасран асăрхаттарасси, чăн та, йыш пĕчĕкленсех пынăран çакна тума йывăртарах та йывăртарах тивет.

Юлашкинчен вăрман хуçалăхĕн мĕн пур ĕçченĕсемпе ветеранĕсене професси праçникĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, вăрман пуянлăхне сыхласа хăварас ĕçре ÿсĕмсем тата малашлăха çирĕппĕн пăхма вăй-хал сунатăп.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
16 сентября 2011
00:00
Поделиться