Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«Вăрманта – эпĕ килте»

«Вăрман вăл – халăх пуянлăхĕ. Пĕрлехи пуянлăха вара упрама пĕлесчĕ», – пуçларĕ чей чашăкне умнерех шутарса вăрман хуçалăхĕн ветеранĕ Семен Николаевич Николаев.

1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнчи Торинкасси ялĕнче çуралнă арçыннăн пĕтĕм ĕмĕрĕ вăрманпа çыхăннă. Унăн ашшĕ – пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ – мирлĕ вăхăтра ĕмĕрĕпех вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Иванпа Çумккана та ачаранах вăрмана юратма хăнăхтарса ÿстернĕ. Пиччĕшĕ хăйĕн ĕç ĕмĕрне вăрманпа çыхăнтарман пулсан та Çумкка хăйĕн пурнăçне вăрмансăр курайман. Çамрăкла районти çыхăну уйрăмĕнче ĕçленĕскер Совет çарĕнче службăра пулса таврăнсан ашшĕн ĕçне хăй аллине илсе 40 çул Муркаш районĕнчи вăрман хуçалăхне панă. Семен Николаевич паян: «Вăрманта – эпĕ килте», – тени ватă вăрманçăна тÿрремĕнех пырса тивет. Мĕншĕн тесен 1948 çулта ашшĕпе амăшĕ Çĕньял Хуракасси патĕнчи вăрмана тухса кил-çурт çавăрсан вĕсен малаллахи пурнăçĕ йăлтах вăрманта иртнĕ.

Ыран – Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Мĕнле шухăш-кăмăлпа кĕтсе илет-ха хăйсен профессиллĕ уявне вăрман ĕçĕн ветеранĕ;

– Вăрманçă пурнăçлакан ĕç районшăн та, республикăшăн та, Раççейшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хамăра шаннă ĕçе эпир ответлăха туйса пурнăçланă. Ĕçĕмĕре вăрман Кодексĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пынă, вăрманпа усă куракансем саккунсене пăхăнса тăнине тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Хамăра йĕрке хуралçисем, пушар хуралĕнче вăй хуракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пулăшнăран вăрманти йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытма май пулнă. Ку вăл малашне те çаплах пуласси пирки эпĕ иккĕленместĕп, – терĕ калаçма юратакан арçын пĕрле ĕçленисене тата паян та вăрман аталанăвĕшĕн тимлекенсене уявпа саламланă май.

Вăрман хуçалăхĕнчи тĕрлĕ ответлă ĕçсенче вăй хунă ентешĕмĕр тăрăшнипе 40 çул хушшинче Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ялĕнчен Шупашкар районĕнчи Янăша çити 84, 4 гектар çинче йывăç лартса хăварнă. Паян çав йывăçсем çине пăхсан çĕлĕк хăвăнса ÿкет. Тăватă çул каялла Малиновка тата Ильинка лесничествисем пĕрлешсе пысăкланнă хыççăн çĕнĕ лесничество халĕ 10316 гектар çинчи вăрмансене пĕрлештерет. Хамăр калаçăва килти хушма хуçалăх çине пăрса ярсан Семен Николаевич ман ума вăрманçă пек мар, пысăк опытлă кăмпаçă пек тухса тăчĕ. Унăн сĕнĕвĕсем кăмпаçăсемшĕн усăллă пуласса шанса пичетлетпĕр.

Кăмпа татасси питĕ яваплă ĕç. Ăна малтанах тăварлă шыва ярса лартмалла, унта кăмпари хуртсем тухаççĕ. Хыççăн 3–4 хутчен çуса тăкмалла. Кăмпасем 4 категорие пайланаççĕ: 1-мĕшсем – шурă кăмпа (вĕсем пирĕн тăрăхра питĕ сахал); 2-мĕшсем – хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи; 3-мĕшсем – хыр кăмпи, майра кăмпи, хĕрлĕ кăрăç т. ыт. те; 4-мĕшсем – така кăмпи. Пĕррехинче 12, 7 кг таякан така кăмпи тупни паян та асра.

1-мĕш канаш

Хыр кăмпине, шĕшкĕ айĕнче ÿсекен кăмпана тасатаççĕ, анчах çумаççĕ. Вĕсене каткана хурса тăвар сапаççĕ. Пирпе витсе хытă пусăрăнтараççĕ. Пусăрăнтарнă хыççăнхи сĕткенĕн кăмпасене витмелле.

2-мĕш канаш

Хыр кăмписене, ут тутисене, кăрăçсене, хурăн айсене, майра кăмпине малтан пĕçермесĕрех сивĕлле тăварлама пулать. 1–2 кун шывра тытмалла. Шывне кăшт тăвар хушмалла (1л шыв пуçне 10 г тăвар, 2 г лимон кислоти). Кайран вĕсене тĕпне тăвар сарнă пичкене ретĕн-ретĕн хумалла. Шĕлепкине аялалла туса 6 см хулăнăш хунă кашни рете тăвар сапмалла. Тулнă шăнăçа пирпе витмелле те пусăрăнтармалла.

3-мĕш канаш

Кастрюле 0, 5 л шыв ярсан (1 кг кăмпа валли) тăвар хушмалла та вĕрилентерме лартмалла. Вĕрекен шыва кăмпа ямалла. 15–25 минут вĕретмелле. Пиçнĕ кăмпасене банкăсене куçарсан вĕсене кăмпа шывĕпе тултармалла. Кун пек чухне 1 кг пĕçернĕ кăмпа валли 2 апат кашăкĕ тăвар, 1 лавр çулçи, 3 шт. пăрăç, 3 шт. гвоздика, 5 г укроп, 2 хура хурлăхан çулçи кирлĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 сентября 2011
00:00
Поделиться