Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпейлĕ пулсан пурăнма та лайăх

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те санитарипе экологи субботникĕсене ирттереççĕ, çỹп-çапа свалкăна илсе тухаççĕ, çурхи-кĕрхи тапхăрта йывăç-тĕм лартассипе тимлеççĕ. Нумаях пулмасть "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн специалисчĕсем, Кавалти ФАП тата культура ĕçченĕсем шкул çурчĕ пулнă территорине тирпей-илем кĕртрĕç, пилеш йывăççисем лартрĕç. Акцине хутшăннисен тĕп тĕллевĕ - лартнă йывăç-тĕме сыхласа хăварасси, илем кỹресси

 



"Елчĕк Ен"
26 октября 2011
00:00
Поделиться