Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Экологи лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев регионсен хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Атăлçи прокурорĕпе тĕл пулнă. Вера Солдатова Шупашкарта каяшсене тепĕр хут ĕçе ярассин саккунлăхĕн ыйтăвĕсемпе ведомствăсен хушшинчи канашлу ирттернĕ.

“Эпĕ Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар, çавăнпа кунта юлашки вăхăтра нумай ĕç тунине палăртма пултаратăп. Шупашкара нумаях пулмасть Раççейĕн чи таса та хăтлă хули тесе йышăнни маншăн та кăмăллă. Эпĕ çакна хам курса ĕнентĕм”, - кăмăл-туйăмне пĕлтернĕ Вера Солдатова.

Михаил Игнатьевпа иртнĕ тĕл пулура Чăваш Ен территорийĕнчи экологи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсен комплексне пăхса тухнă. Уйрăммăн илсен калаçу выльăх масарĕсене ветеринарипе санитари нормисемпе килĕшÿллĕн тытса тăмалли пирки пынă. Вера Солдатова ку енĕпе Чăваш Енри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне лайăх тесе палăртнă: республикăра вырнаçнă мур картисен ытларах пайĕ çав нормăсене тивĕçтерет. Тепĕр 77 выльăх масарĕ тĕлĕшĕпе, Президент çирĕплетнĕ тăрăх, ĕçе çывăх вăхăтрах малалла тăсĕç. “Паллă ĕнтĕ, Çĕпĕр язвиллĕ выльăх çăвисене санитари нормисене тивĕçтерекен тăрăма кĕске хушăрах çитермелле, çакăн хыççăн та вĕсене кирлĕ пек пăхса тăмалла”, - палăртнă Михаил Игнатьев.

Тĕл пулу вăхăтĕнче агрохимикатсене пĕтерессин, гидротехника сооруженийĕсене юсассин, йăлари хытă каяшсен полигонĕсем тăвассин темисене те хускатнă. Михаил Игнатьевпа Вера Солдатова таса мар шыв юхан шывсене лекнин ыйтăвĕсене уйрăммăн сÿтсе явнă. Ку темăпа çут çанталăка сыхлакан прокуратура 2003 çултанпа уйрăмах тимлĕ ĕçлет. “Лару-тăрăва тĕпченĕ май çакна пĕлтĕмĕр: юлашки çулсенче Чăваш Енре шыв объекчĕсене нимĕнле мелпе те тасатман таса мар шыв юхтарса кăларасси - 4 хут, çителĕксĕр тасатнине юхтарса кăларасси 20 процент чакнă”, - тенĕ регионсен хушшинчи çут çанталăка сыхлакан Атăлçи прокурорĕ. Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисене реконструкцилес ĕç вăй илсех пынине пĕлтернĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 3,2 млрд тенкĕпе усă курĕç. Черетре - Улатăрти /вăл Раççей монохулисен йышне кĕнĕ/ биологи тĕлĕшĕнчен тасатакан сооруженисем. “Укçа-тенке харăсах пĕтĕм муниципалитета пайласа панин усси çук. Таса мар шыва юхтарса кăларассин ыйтăвне утăмăн-утăмăн, адреслăн татса парăпăр”, - хăйĕн шухăшне палăртнă Михаил Игнатьев.

«Хыпар» Издательство çурчĕн общество корреспонденчĕсен III Пухăвĕн делегачĕсем патшалăх влаçĕн органĕсене, «Раççей почти» ФПУПа, чăваш наци интеллигенцине, Чăваш наци конгресне, Раççей регионĕсенчи чăваш наци культура автономийĕсен ертÿçисене, вулакансене 

Экологие лайăхлатасси пирки калаçăва ведомствăсен хушшинчи “Чăваш Ен территорийĕнче производство каяшĕсемпе усă курассин саккунлăхĕн тăрăмĕ тата ăна çирĕплетмелли мерăсем çинчен” канашлура малалла тăснă. Кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явмашкăн республикăри хăш-пĕр министерствăпа ведомство, прокуратура органĕсен представителĕсем, районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

“Экологипе çыхăннă ыйтусем яланах влаç органĕсен приоритетлă ĕçсен шутĕнче пулнă. Енчен те эпир вĕсене иккĕмĕш вырăна хăварсан экономика аталанăвĕ, модернизаци, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси çинчен калаçнинчен усси те çук”, - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ канашлăва уçнă май. Республика ертÿçи чи малтан татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Тĕслĕхрен, агрохимикатсен юлнă пайне /паянхи кун тĕлне - 110 тонна/ 2012 çулта утилизацилемешкĕн тĕллев лартнă. Ку ĕç валли муниципалитетсен те вырăнти бюджетран укçа уйăрмалла.

Каяшсене пухассипе тата утилизацилессипе çыхăннă йывăрлăхсенчен чылайăшĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă. Вырăнти влаçсем уйăракан укçа çителĕксĕр тесе ÿпкелешеççĕ. “Хушма инвестицисем шырамалла, документсене вăхăтра хатĕрлемелле, грантсем уйăракан конкурссене хастар хутшăнмалла”, - тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене.

Канашлу вăхăтĕнче çут çанталăка сыхлас сферăри хутшăнусене йĕркелессин, производство каяшĕсемпе усă курассин саккунĕсене пăснин ыйтăвĕсене, актуаллă ытти темăна пăхса тухнă.



"Хыпар"
01 ноября 2011
00:00
Поделиться