Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрман ан çунтăр

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Раççейĕн пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков вăрмансенче пушар пулас хăрушлăх тапхăрне мĕнле ирттерсе янин тата 2012 çулхи тапхăра хатĕрленессин ыйтăвĕсемпе ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев çитес çул вăрман отраслĕн ĕçченĕсене тытса тăма 117, 2 млн тенкĕ уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Федерацин вăрман хуçалăх агентствипе килĕшÿ тунă хыççăн хушма 25 млн тенкĕ килмелле. Çак кунсенче асăннă агентство Чăваш Ене вăрмансенче пушар тухма паманшăн отрасль ĕçченĕсене хавхалантарасси çинчен калакан телеграмма янă.

Виктор Зубков кăçал вăрмансенчи пушарсем кÿнĕ сиен калăпăшĕ чакнине палăртнă. Канашлура Вăрман пушар службине тивĕçлĕ техникăпа, кадрсемпе çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явнă.

Чăваш Енре вăрмансем 632 пин гектар ытла йышăнаççĕ. Кăçал ЧР Правительстви вĕсене пушарсенчен сыхлас енĕпе анлă мерăсем йышăннă. Республика бюджетĕнчен уйрăм полномочисем валли 91 млн тенкĕ уйăрнă. Мĕн пур çăл куçран Раççей Федерацийĕн вăрман хутшăнăвĕсемпе çыхăннă уйрăм полномочийĕсене пурнăçлама пĕтĕмпе 256, 1 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Юлашки 10-20 çулта вăрман хуçалăхне тытса тăма, пушарсенчен сыхланма нихăçан та çакăн чухлĕ укçа уйăрман. Паянхи тĕп ĕç - пĕлтĕр çуннă вăрмансене тирпейлесси. 1, 5 пин гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă та ĕнтĕ.

 

 



"Хыпар"
29 ноября 2011
00:00
Поделиться