Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çамрăк экологсем тарăн шухăшлаççĕ

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи 2011 çулта Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Çавна май районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ тĕрлĕрен конкурссемпе акцисем ирттерет. Анчахрах, акă, Шупашкарта республикăри 2-мĕш экологи форумĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Юнтапа шкулĕнчи «Çамрăк вăрманçă» вĕренÿ пĕрлешĕвĕн команди хутшăннă (ертÿçĕ – Эльвира Афанасьева). Форумра «Пирĕн экологи пуçарулăхĕ» çавра сĕтел, «Экологи тата вăрман» викторина йĕркеленĕ, патшалăх тата çут çанталăка сыхлакан органсен представителĕсем вăрмансенчи лару-тăрупа паллаштарнă, çавăн пекех республикăри мероприятисем çинчен калакан чи лайăх ĕçсене палăртнă. Юнтапа шкулĕнчи Ксения Федотовăпа Диана Николаева тата вĕсен ертÿçи Э.Афанасьева «Экоразведка: çÿп-çап ан пултăр!» акцин республикăри наукăпа тĕпчев ĕçĕсен, «Кайăксене сăнанă кунсем» акцин, республикăри экологи форумĕн дипломĕсене çĕнсе илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2011
00:00
Поделиться