Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

СĂВАПЛĂ ТА ТАСА ЙЫВĂÇ

Атăл çи тăрăхĕнчи хăш-пĕр халăхăн фольклорĕнчи тĕрлĕ вĕрÿ-суру чĕлхинче чăрăш пĕлтерĕшĕ пысăк. Тĕслĕх вырăнне куç ÿксен каламалли асамлă сăмахсен малтанхи йĕркисене илер-ха: “Çитмĕл те çичĕ тинĕс оттинче вăрăм чăрăш. Вăрăм чăрăш тăрринче каткас ларакан ола кайăк. Ола кайăк инси хыçне хăçан коç полĕ, çав коç çине хăçан коç ÿкĕ, хаяр ÿкĕ, ăншăрт ÿкĕ, çавăнь чохне тин коç ÿктĕр, хаяр ÿктĕр, ăншăрт ÿктĕр...”

Чылай поэт-писатель пултарулăхĕнче те тĕп геройсем Тăван çĕр-шыв умĕнче чăрăш-хыр пек паттăр пулма сăмах параççĕ (Ю.Сементер), вăрçăра вăхăтсăр куç хупнă салтаксен шăписене ĕмĕрех ешĕл ларакан йывăçра кураççĕ (В.Алентей, В.Родионов) т.ыт.те.

Чăрăш сăмах пирĕн чĕлхемĕре авалхи тĕрĕк чĕлхинчен кĕнĕ. Унăн çакăн пек тÿр килĕвĕсем пур: тутарла – чыршы; пушкăртла, казахла – шыршы т.ыт.те.

“Хĕл варринче чăрăш тата ешĕлрех”, – тенĕ ваттисем. Чăрăш мĕншĕн хăйĕн тумне пачах та улăштарманни пирки шухăша ÿкнех ĕнтĕ эсĕ, вулаканăм. Сана халăх сăмахлăхĕнче упранакан пĕр халаппа паллаштарам.

ЧĂРĂШ МĔНШĔН ЯЛАНАХ СИМĔС?

Турă амăшĕ Турра çуратсанах ăна шуйттансем хăвалама пуçланă. Вара вăл ачине çĕклет те тарса каять. Пырать çапла йĕре-йĕре те ăвăса курать.

– Ăвăсăм, йывăçăм, тархасшăн, пытарсам, хăвăн çулçусемпе хупласам! Шуйттансем хăвалаççĕ пире, – тет.

Ăвăсĕ калать:

– Манăн çулçăсемпе çил ачисем выляççĕ. Мĕн тăвăп эп сирĕнпе, вăйсăрскерсемпе? – тет.

Турă амăшĕ ăна:

– Эсĕ малашне кăшт çил вĕрнипех чĕтресе лар, – терĕ те малалла чупрĕ тет.

Ăвăс çавăнтанпа аранçă çил вĕрнипех чĕтрет тет.

Татах кайсан-кайсан Турă амăшĕ хурăна тĕл пулчĕ те ăна тархасла пуçларĕ тет:

– Хурăн, пикеçĕм! Пире шуйттансем хăвалаççĕ, халь-халь çитеççĕ. Тархасшăн, хăвăн çулçусемпе хупласа çăлса хăвар!

Хурăнĕ хирĕç:

– Ăçтан-ха сире пытарайăп эп, кайăрах хăвăр çулупа, – терĕ тет.

Турă амăшĕ хурăна çапла каласа хăварчĕ тет:

– Пире хĕрхенменшĕн санăн сĕткенне ĕмччĕр, ÿснĕ çĕртех хăрса лар!

Кайсан-кайсан амăшĕпе ывăлĕ чăрăша тĕл пулчĕç тет.

– Чăрăш, чăрăш! Тархасшăн, пире хăв тураттусен айне пытар. Пире шуйттансем хăвалаççĕ, кĕç-вĕç хуса çитеççĕ, – тесе йăлăнчĕç тет.

Йывăç кусене вăр-варах тураттисемпе хупларĕ тет. Шуйттансем вĕсене курмасăрах иртсе кайрĕç тет. Турă амăшĕ чăрăша тем пек тав туса пĕтерчĕ тет, пил пачĕ тет:

– Ĕмĕр симĕс лар, пархатарлă пул. Пире хваттере янă пек çынсем санран çурт çавăрса пурăнччăр!

Хурлăх кÿрет тесе хурăна халĕ те пахчана лартмаççĕ, çĕрессе те вăл час çĕрет, ларнă çĕртех хăрать. Чăрăш вара ĕмĕр симĕс, унран пÿрт-çурт хăпартаççĕ.

Ĕлĕк шуйттансем вăйлă пулнă, никамран та хăраман тет. Кайран, Турă ÿссе çитсе хăватлансан, вĕсем тарса пĕтнĕ: хăшĕ шывра пурăнать, хăшĕ – вăрманта-мĕнте. Турă хăйсене çĕнессе пĕлсе шуйттансем ăна вĕлересшĕн пулнă тет. Анчах Турă амăшне тата ачине чăрăш çăлса хăварнă, уртăш хăйĕн çырлипе тăрантарса ÿстернĕ. Çавăнпа çак йывăçсем таса шутланаççĕ.

 



05 декабря 2011
00:00
Поделиться