Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрман управçисем

Калининăри шкул ачисем çулсеренех республикăри «Заказника усрава ил» экологи программине хутшăнаççĕ

Вĕсем «Калининский» çут çанталăк заказникне хÿтте илнĕ. «Географи тавра пĕлÿçисем» пĕрлешĕве çÿрекенсем тĕрлĕ экологи мероприятийĕсене хутшăнаççĕ: çÿп-çап пуçтарассипе «Кĕрен сарă перчеткесем» акцисем йĕркелеççĕ, пушартан асăрхаттарассипе листовкăсем сараççĕ, стена хаçачĕсем кăлараççĕ, экологи рейчĕсене тухаççĕ, хĕлле вăрман кайăкĕсене тăрантараççĕ тата ыт.те. Çавăн пекех вĕсем сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсене тупса палăртаççĕ.

7-мĕш класра вĕренекен Мария Захарова Калининăри вăрман лесничествин 2-мĕш кварталĕнче геоботаника тĕпчевĕ ирттерет. Иртнĕ шăмат кун вăл ун пĕтĕмлетĕвĕсемпе экологи енĕпе республикăри XVIII наукăпа практика конференцийĕнче паллаштарнă, заказникра тунă ĕçсене хÿтĕлерĕ. Маттур хĕрача 1-мĕш вырăн йышăннă.

Çамрăк тавра пĕлÿçĕсем çывăхри территорие час-часах тĕпчеççĕ, вĕсем районти çут çанталăк палăкĕ вырăнĕнче – Йăрар Ишек çырмин айлăмĕнче – авалхи тинĕс «йĕрĕсене» (белемнит тата аммонит) тупни çинчен каласа пачĕç.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
14 декабря 2011
00:00
Поделиться