Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вĕçен кайăксен тусĕсем

Сивĕ хĕл çитрĕ. Кăпăшка юр çĕре, çурт тăррисене, йывăçсене витрĕ. Çавăнпа вĕçен кайăксене апат тупма йывăрланчĕ. Çунатлă туссем хĕлле ытларах ял çывăхĕнче пулма тăрăшаççĕ. Вĕсене пулăшма яланах хатĕр ачасем. Вĕçен кайăксем сивĕре выçăпа ан аптăратчăр тесе Тăрмăшри вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсем сырăшсем турĕç иртнĕ кунсенче. Шкул пахчинчи йывăçсем çине çакрĕç вĕсене. Халĕ кашни кун сырăшсем çине хĕвелçаврăнăш вăррисем, çăкăр тĕпренчĕкĕсем хурса параççĕ ырă кăмăллă ачасем.

 



"Ял ĕçченĕ"
13 января 2012
00:00
Поделиться