Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шыв хуçалăхĕн комплексĕсенче ревизисем иртĕç

РФ çут çанталăк министерстви "2012-2020 çулсенче Раççей Федерацийĕн шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарасси" федераллă тĕллевлĕ программа туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртме 300 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Çак кунсенче РФ Правительстви программа проектне пăхса тухса çирĕплетĕ. Ăна йышăнсанах вăл старта тухĕ. Малтанах программа хатĕрленÿ е куçакан тапхăрта пулĕ, мĕншĕн тесен РФ субъекчĕсен хатĕрлĕхĕ пĕр шайра мар. Программăна хутшăнас тесен регионсен хăйсен программа хатĕрлемелле. 2013 çулта вара шыв хуçалăхĕн задачисен "проектлă хăвачĕ" çине тухма май пулĕ. Программăпа килĕшÿллĕн шыв объекчĕсене экологи тĕлĕшĕнчен реабилитацилеме укçа тăкакламалли çĕнĕ çул-йĕр пулать. Вăл 2013 çултан пурнăçа кĕрĕ. Хальлĕхе вара территорисенче хăш шыв объектне реабилитаци тумаллине палăртаççĕ, ревизисем туса ирттереççĕ.

 



"Пирěн пурнăç"
01 февраля 2012
00:00
Поделиться