Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пĕлĕве çине тăрсах çирĕплетеççĕ

Ачасене экологи пĕлĕвĕ парас енĕпе республикăн шкул тулашĕнчи ĕçĕн «Эткер» центрĕ уйрăмах тухăçлă вăй хурать. Ăна 1931 çулта никĕсленĕ. 1994 çултанпа экологи пĕлĕвĕ те парать. Кунта 11 методист. Учреждени ĕç-хĕлĕпе педагогика наукисен кандидачĕ Наталья Панченко паллаштарать.

- Ачасене тĕрĕс çул çине тăратма май килет-и?

- Ашшĕ-амăшĕн кĕçĕннисемпе пĕр тан пулма тăрăшмалла, - терĕ Наталья Леонидовна. - Ача хăйне хăй воспитани парать. Аслисем эрехпе пирус сиенĕ, тавралăха çÿп-çаппа варалама, йывăç-тĕме, чечеке ватма юраманни çинчен çĕр хут калаççĕ. Анчах шăпăрлансем тепĕр чухне шкул умĕнче е урăх çĕрте хут таврашне йĕркене пăснине ăнлансах пăрахаççĕ. Йывăçа, чечеке сиен тума юраманнине пĕлсех тăпăлтараççĕ. Тăнпах тăвакана: «Ан тăпăлтар», - тесе чараймăн. Вăл хăйĕннех перет, çут çанталăка хăйне евĕрлĕ ăнланать, хăй пĕлнĕ пек пахалать, чĕрĕлĕхе упрама пĕлмен ытти ачаран киревсĕр тĕслĕх илет. Паянхи ăру – пирĕн тăсăм. Эпир мĕнле пулнă – вĕсем те çапла.

- «Эткер» тарăн пĕлÿшĕн ытларах малалла талпăнакан ачасемпе ĕçлет-и?

- Çапла. Унăн тĕллевĕ - пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли олимпиадăсем йĕркелесси. Вĕсем 21 предметпа иртеççĕ. Малтан - шкул, унтан - район, кайран республика шайĕнче. Вĕсен чи çÿлти тапхăрне Мускавра пĕтĕмлетеççĕ. Ют чĕлхесем, физика, математика, информатика, гуманитари, право, истори, искусство, физкультура, ОБЖ, технологи, биологи, хими, экологи енĕпе.

- Çут çанталăкпа çыхăннă предметсемпе мĕнлерех?

- Чăваш Ен шайĕнче биологи олимпиадине çуллен 200 яхăн, экологипе 100 ытла ачана явăçтаратпăр. Район шайĕнче - 3 пин. Ыйтусем теорипе çеç мар, практикăпа та çыхăннă. Тĕрĕслеве хатĕрленсе ÿсен-тăрана, чĕр чуна, этемпе çут çанталăк хушшинчи шайлашăва тишкереççĕ. Биотĕрлĕлĕхпе экологи кăларса тăратакан ыйтусем çинчен шухăшлама пĕлни, хăйсен пĕлĕвне çирĕплетни, тăван тавралăх пуласлăхне курса тăни вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк биологсемшĕн экологи проектне хатĕрлесси - тĕп вырăнта.

- Çакă мĕнле пулса пырать?

- Ачасене вăл тăван тавралăха юратма вĕрентет, çут çанталăкри пулăмсене лайăхрах ăнланма, çивĕч ыйтусене тишкерме пулăшать. Ăна вĕрентекен усăллă сĕнÿсем панипе хатĕрлеççĕ. Сăмахран, кăрлач уйăхĕнчи олимпиада çĕнтерÿçи Юлия Евсеева пĕлтĕр çут çанталăк палăкĕ шутланакан Явлей ращинче нăрă тĕсĕсене тĕпченĕ. Аван проект тăратрĕ. Вăрмарти Татьяна Петрова хунав лартассипе çыхăннă ыйтусене çутатнă. Унăн çемйи тавралăха ешĕллентерме хутшăннă. Çамрăк биолог ачасемпе ÿсен-тăран усси çинчен калаçу ирттернĕ. Татьяна Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнчен йывăç-тĕм лартма ирĕк илнĕ.

Проектсемпе 2-3 çул ĕçлеççĕ. Шкулта лайăх вĕренсе, пĕлĕве олимпиадăсенче туптаса, наукăпа туслашса биолог, зоолог, эколог пулма хатĕрленеççĕ.

Олимпиада çĕнтерÿçисене пĕлтĕр Çĕрпÿ районĕнчи «Çăлтăр» лагерьте пухрăмăр. Вăл «Биохутлăх» ятпа иртрĕ. Ачасем биологипе практика ĕçне хутшăннисĕр пуçне акăлчан чĕлхине вĕренчĕç, математика, информатика вăрттăнлăхĕсене алла илме тăрăшрĕç. Вăрманта ÿсен-тăрана, хурт-кăпшанка тишкерме вĕсене питĕ килĕшрĕ. Вĕрентекенсемпе пĕрле кайăксене тытсан урисене палăрту унки тăхăнтартрĕç, вĕсене, ÿсен-тăрана пĕр-пĕринчен уйăрма хăнăхрĕç. Кун пек вĕренÿ çулталăк вĕçĕнче тепре «Чайка» кану комплексĕнче йĕркелерĕмĕр. Мĕн пур тăкака республикăн Вĕренÿ министерстви саплаштарчĕ. Нумай предметлă лагерьсем Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче кĕрешме те пулăшаççĕ. 2010 çулта 16-ăн çĕнтерчĕç, пĕлтĕр - 32-ĕн.

- Вĕсене мĕнле хавхалантаратăр?

- Иккĕшĕ Раççей Президенчĕн - 60-шар пин, вăтăрăшĕ 30-шар пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕç. Аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чух профильлĕ предметпа экзамен тытмасăрах 100 балл илеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăраççĕ.

 



"Хыпар"
22 марта 2012
00:00
Поделиться