Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ейÿ асăрханма хистет

Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те хĕл çаплипех парăнасшăн мар-ха: хушăран юр çăвать, çил-тăман çавăрттарать. Кăнтăрла хĕвел пăхсан çуркунне çитнĕн туйăнать, çĕрле вара каллех шăнтать. Специалистсем палăртнă тăрăх лару-тăру хальхи пекех пулсан - çанталăк майĕпен ăшăтса пырсан - çурхи шыв-шур тапхăрĕ ялсемпе тĕрлĕ объекта пысăк сиен кÿмесĕрех иртмелле.

Кăçалхи ейÿ вăхăчĕ ытти çултинчен уйрăлса тăрать-и? Вăл тăрук сарăлас пулсан шыв илме пултаракан зонăна миçе ялпа çурт лекеççĕ? Унта пурăнакан çынсене пулăшас тĕллевпе мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнă? Çак тата ытти ыйтăва Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ - граждан хÿтĕлевĕн управлениĕн пуçлăхĕ Юрий АНТОНОВ полковник хуравлама килĕшрĕ.

- Маларахри çулсенчи кăтартусене тишкернĕ май çапла пĕтĕмлетме пулать: кăçал çурхи шыв-шур тапхăрĕ пĕлтĕрхи евĕрлĕрех иртмелле, - терĕ Юрий Владимирович. - Хальхи вăхăтра республика территорийĕнче, Патăрьел районĕсĕр пуçне, юр сийĕ нормăран 5-20 сантиметр хулăнрах. Юрти шыв саппасĕ 103 миллиметрпа е вăтам шайăн 106 проценчĕпе танлашать. Хăш-пĕр районта çак кăтарту 130-160% çитет. Тĕслĕхрен, Сăр юхан шывĕн бассейнĕнче, Пăрачкав çывăхĕнче, вăл 160% яхăн, Улатăрта - 130%, Çавал юхан шывĕнче - 150%. Юхан шывсем хальлĕхе пăртан тасалман-ха. Сăрти пăр хулăнăшĕ вăтамран 40-50 сантиметрпа танлашать /норма - 51 см/, Çавалта - 51 см /41/, Шупашкарти шыв управĕн Етĕрнери гидрологи посчĕ çывăхĕнче - 47 см /норма/. Прогноза ĕненес тĕк Сăр ака уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче, ытти чухнехинчен 3-8 кун каярах, пăртан тасалма пуçлĕ. Çак кăтартусене шута илсе, çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллех ирттерес тĕллевпе планланă мероприятисене тĕпе хурса çапла пĕтĕмлетме юрать: ейÿ вăхăтĕнче пирĕн пысăк йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивмĕ.

- Çурхи çанталăк улшăнчăк, çавна май лару-тăрăва сăнасах тăма тивет-тĕр?

- Ейÿ тапхăрĕнче лару-тăру эпир кĕтнĕ тата малтан палăртнă пек мар, пачах урăхларах аталансан муниципалитетăн 14 йĕркеленĕвĕнчи 57 ял-поселока шыв илме пултарать. Ку лаптăка 2897 çын пурăнакан 847 çурт лекес хăрушлăх пур. Çак зонăна 85 тăваткал километр лаптăклă ял хуçалăх çĕрĕсем, экономикăн 4 объекчĕ, Улатăр районĕнчи пĕр кĕпер лекме пултараççĕ. Выльăх масарĕсем, çав шутра Çĕпĕр язвиллисем, шыв айне пулмалла мар.

Ейÿ сарăлнă вырăнсенчен халăха эвакуацилеме йышăннă. Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан кирлĕ пулĕ тесе 2421 çынна вăхăтлăха вырнаçтарма 19 пункт палăртнă. Шар курнисене васкавлă медицина пулăшăвĕ кÿмешкĕн Чăваш Енри сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче эмелсем, медицина хатĕрĕсем çителĕклĕ хатĕрленĕ.

- Эппин, халăхăн пăшăрханмаллиех çук?

- 2012 çулта çурхи шыв-шур тапхăрĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттермешкĕн 47, 4 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Ейÿ вăхăтне пысăк сиенсĕр ирттерес тата чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе йĕркелекен ĕçсене 5405 çын хутшăнать. Çакăн валли техникăн 1131 хатĕрне уйăрнă, çав шутран 64-шĕ - ишев хатĕрĕ. Çынсене ейÿ вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕпе пĕрлех унăн Шупашкарти уйрăмĕн, инспекторсен Сăр çинчи, Çĕнĕ Шупашкарти, Сĕнтĕрвăрринчи, Куславккари участокĕсен ĕçченĕсем те хатĕр. Техника надзорĕн тата патруль ушкăнĕсем - пурĕ 26 çын - çак тĕллевпех ĕçлеççĕ, кирлĕ тĕк ишев 9 хатĕрĕпе тата техникăн 5 единиципе усă курма пултараççĕ.

Эпир çине-çинех тренировкăсем ирттеретпĕр, çав шутрах - çынсене вăхăтлăха вырнаçтармалли пунктсене хатĕрлес енĕпе те. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Вĕсем, паллах, вырăнти лару-тăрăва лайăхрах пĕлеççĕ, хăш çурта шыв илме пултарнине те чухлаççĕ, çавна май цифрăсене тĕрĕслесех тăраççĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче пуринче те оперативлă ушкăнсем туса хунă, вĕсем пуш уйăхĕ пуçланнăранпах гидротехника сооруженийĕсене, шыв коллекторĕсене, шыв çулĕсене тĕрĕслеççĕ, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан участоксене тупсан унта инженери ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çапла вара ейÿ тапхăрне ирттермешкĕн уйăрнă вăйсемпе хатĕрсене пула çурхи шыв-шур тапхăрĕ пысăк сиен кÿмессе шанатпăр. Çапах мĕнле те пулин хăрушлăх сиксе тухсан халăх патне çак информацие çийĕнчех çитерĕç. Пĕр-пĕр пăтăрмах пулсан çынсен хăйсен те çухалса каймалла мар, тÿрех “112” номерпе шăнкăравламалла. Диспетчер вĕсене мĕн тумаллине е камран пулăшу ыйтмаллине ăнлантарĕ.

 



"Хыпар"
29 марта 2012
00:00
Поделиться