Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Сывă-и, кайăксем!

Сывă-и, кайăксем!

Çуркуннене кĕтсе Тĕмер шкулĕнчи 3 тата 4 классенче вĕренекенсем аслисем пулăшнипе шăнкăрч вĕллисем туса хатĕрлерĕç. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче “Сывă-и, кайăксем!” уяв иртрĕ шкулта. 1 тата 2 классенче пĕлÿ пухакансене те чĕнчĕç. В.В.Мюресова тата Е.И.Романова класс ертÿçисем çут çанталăк тусĕсене кайăксен кунне хăçан уявлама пуçлани, кайăксем ăста строительсем пулни çинчен каласа кăтартрĕç, вĕсем çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕç. Ачасем сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, пĕчĕк кайăксем пысăк усă кÿни çинчен каласа пачĕç. Унтан вĕренекенсем икĕ ушкăна уйрăлса конкурссенче тупăшрĕç, хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç. Куракансемпе пĕрле тĕрлĕ вăйăсем выляса илчĕç. Уяв вĕçĕнче хăйсем тунă вĕллесене шкул территорийĕнче ÿсекен çÿллĕ йывăçсем çине тухса çакрĕç. Вĕсене çак ĕçре В.И.Степановпа Н.И.Жилкин водитель кăмăлпах пулăшрĕç.

 



"Елчĕк Ен"
10 апреля 2012
00:00
Поделиться