Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Инкекрен хÿтĕленме хатĕр

Çĕрпÿ районĕнчи ведомствăсен хушшинчи ейĕве хирĕç ĕçлекен комисси çурхи лару-тăрăва тишкерсех тăрать.

Çĕрпÿри гидросооружение, насус станцине, иртнĕ çулсенче хăпартнă хÿтĕлев тăрăхне тĕрĕслерĕ. Унăн пĕр пайне кăна ĕçе кĕртнĕ-ха. Иккĕмĕшне килес çул тума пуçласшăн.

Ейÿ хытă сарăлсан районти пилĕк ялти 213 киле шыв илет - 672 çын инкек тÿсет. Çав вырăнтан пурне те урăх çĕре куçарма 350 çынран тата 80 техника хатĕрĕнчен тăракан ушкăн йĕркеленĕ, вăхăтлăха пурăнма темиçе çурт палăртнă.

Юхан шывсем çыранран тухнине, пăр кайнине, юр ирĕлнине, гидросооруженисем витĕр шыв иртнине куллен сăнаса тăратпăр. Ку ĕçе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те хутшăнаççĕ. Гидрохатĕр пăрăхĕсене пăртан-юртан тасатса çул турĕç. Тивĕçлĕ службăсем шыв çул-йĕре çĕмĕресрен асăрханас тĕллевпе тĕрĕслев ирттереççĕ. Пăтăрмах сиксе тухсан çулсене çирĕплетме хăйăр, вак чул хатĕрленĕ.

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/14641/index.php?id=s111122267760

 



"Хыпар"
11 апреля 2012
00:00
Поделиться