Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Каш! кашлатăр вăрман

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра Федерацин вăрман хуçалăх агентствин ертÿçипе Виктор Масляковпа курнăçнă.

Тĕл пулура республикăри вăрман хуçалăхĕпе, унăн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Чăваш Енре вăрман йĕркелĕвĕн ĕçне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен хушма 20 млн тенкĕ уйăрма калаçса татăлнă. Çавăн пекех пушар-хими станцине çирĕплетме 30 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçа ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин вăрман пушар службине пурлăхпа техника енĕпе тивĕçтерме май парать, çакă республикăри вăрмансенчи пушарсемпе ăнăçлă кĕрешме пулăшĕ.

Сăмах май, Чăваш Енре вăрмансенчи пушарсенчен сыхланассипе çине тăрса ĕçлени паллă. Çавна май пĕлтĕр пĕр пушар çеç пулнă, ăна васкавлăн сÿнтернĕ май вăрман хуçалăхĕ сиенленмен.

2012 çулта Раççейĕн вăрманпа çыхăннă уйрăм полномочийĕсене республикăна панă май субвенци шучĕпе федераци бюджетĕнчен 117 млн тенкĕ ытла уйăрнă. 2010 çулхи шăрăх та типĕ çанталăка пула вăрмансенчи пысăк пушарсем кÿнĕ сиене пĕтерме республикăна пĕтĕмпе те 88 млн тенкĕ кăна панă пулнă, ку кăçалхинчен 75% сахалрах. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви 2015 çул тĕлне республикăри вăрмансен çăралăхне 32, 4% /2012 çулхи шай/ çитересшĕн.

Федерацин вăрман хуçалăх агентстви кăçалхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче 2010 çулта çанталăкăн йывăр условийĕсенче сиенленнĕ вăрмансене чĕртмешкĕн çĕр-шывĕпех йывăç лартмалли пĕрлехи кун ирттерме йышăннă.

 

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/14629/index.php?id=s111125367399



"Хыпар"
11 апреля 2012
00:00
Поделиться