Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртмелле, йывăç лартмалла

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен ялсен урамĕсене, çуртсен тата предприятисемпе организацисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, хĕл тăршшĕпе пуçтарăннă çуп-çапран тасатас тĕлĕшпе уйăхлăх иртет. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен иртекен "Йывăç ларт тата ăна упра" акцие те районта пурăнакансем хастар хутшăнасса шанас килет. Ял тăрăхĕсенче çак тапхăрта пурнăçламалли ĕçсем сахал мар: ирĕк илмесĕр уçнă свалкăсенчен хăтăлмалла, санитари тĕлĕшĕнчен тивĕçтермен, асар-писер ỹссе çитĕннĕ йывăç-тĕмсене касса тирпейлемелле... Мĕн палăртнине тивĕçлипе тата вăхăтра пурнăçлас тесен участоксенче яваплă çынсене çирĕплетни вырăнлă пулмалла. Çак ĕçсемпе пĕр вăхăтрах Раççей пĕлтерĕшлĕ "Экологи хăрушлăхĕнчен хỹтĕленмелли кунсем" акци те иртет. Çак тапхăрта экологи ыйтăвĕсене сỹтсе явасси тĕлĕшĕпе библиотека ĕçченĕсем хутшăннипе районта тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеме палăртнă.



"Елчĕк Ен"
11 апреля 2012
00:00
Поделиться