Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă

Пыл хурчĕ ĕçченлĕхпе перекетлĕхĕн, килĕшÿпе йĕркелĕхĕн палли шутланать. Нумай çул хурт-хăмăр ĕрчетекен çемьесем те çак паха енсемпе уйрăлса тăраççĕ. Акă, Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Кошкинсенех илер. Хурт-хăмăр ĕрчетесси ку çемьере — ăруран ăрăва куçса пыракан туртăм. Кил хуçин, Аркадий Ивановичăн, ашшĕ-амăшĕ те хурт ĕçĕпе интересленнĕ, вăл хăй те нумай вĕлле тытать, ачисем те — мĕн пĕчĕкрен килти пылăн тутине пĕлсе ÿснипе пулас — пыл хурчĕсемпе аппаланма ÿркенмеççĕ. Ачаран вăрман сукмакĕсене такăрлатнипе Аркаш тете хăйне вăрмансăр çĕрте тăлăххăн туять. Çавăнпа та ĕнтĕ вăл пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă.

Аркадий Иванович 1942 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьери 4-мĕш ача пулнă вăл. Ашшĕ вăл çураличчен вăрçа тухса кайнă. Амăшĕн ирĕксĕрех хĕрарăм ĕçне те, ар çын ĕçне те хăйĕнех тума тивнĕ, йышлă çемьене тăрантарас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Ашшĕ вара, Иван тете, вăрçă чарăнсан, 1946 çулта инвалид пулса таврăннă. Аркаш çитĕнсех пынă, Çĕнĕ Сĕнтĕрти шкула çÿреме пуçланă, каярах кÿршĕ ялти шкулта ăс пухнă. Каникулсем вăхăтĕнчех колхоз ĕçĕсене хутшăннăскер, шкул пĕтерсен нумай шухăшласа тăман, тăван колхозра вăй хума пикеннĕ. 1959 çулта çамрăксен ушкăнне Пермь облаçне шахтăна ĕçлеме илсе кайнă. Çулталăк çурă тăрăшнă унта А.Кошкин. Таврăнсанах салтак атти тăхăннă, 3 çул Германире службăра тăнă. Салтакра чухне хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Розăпа, çыру çÿретме пуçланă. «Хырай Ĕнел каччи, Володя Белков, темиçе хĕрĕн сăн ÿкерчĕкне кăтартрĕ, килĕшекеннин адресне пама пулчĕ. Мана вара Роза шутсăр кăмăла кайрĕ, тÿрех çыру çырма лартăм», — аса илет Аркаш тете. Салтакран таврăнсан вĕсем туй кĕрлеттерсе çемье çавăрнă.

Малтанлăха Аркадий Иванович комбайнпа ĕçленĕ, кайран строительство бригади пуçтарса колхоз валли тĕрлĕ хуралтăсем çĕкленĕ. Чунĕ вăрман еннеллех туртнине туйса 1975 çулта Комсомольски лесничествинче лесникре вăй хума пикеннĕ. «Ĕçĕ нумайччĕ ун чухне пирĕн. Шăпăр-милĕк касса, йĕкел, çырла-кăмпа, эмел курăкĕсем пуçтарса плана тултармаллаччĕ. Халĕ вăрман никама та кирлĕ мар. Ун чухне вара кукăр алăллисем йывăç касма час-часах килсе тухатчĕç. Пĕр самантлăха та сыхăлăха çухатма юрамастчĕ», — пĕлтерет Аркадий Иванович.

Сăмах май, вăл хăй кăна мар, унăн ачисем те, мăшăрĕ те хаваспах вăрмана çÿренĕ, лесниксене паракан плана тултарма пулăшнă. Тĕрлĕ кăмпа-мăйăр киле валли те хатĕрленĕ, хĕлĕн хырăмĕ пысăккине асра тытса «вăрман парнисемпе» нÿхрепе тултарнă. Пĕр хушă урăх ĕçре вăй хуни те пулнă Аркаш тетен. Çапах ĕçченлĕхне, пултарулăхне тĕпе хурса ăна тепĕр хут лесничествăна чĕнсен, вăл сăмахсăрах килĕшнĕ. Вара мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăрман хуралланă, юратнă ĕçне чунтан парăнса тăрăшнă. Шанса панă участока аллинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлекен леснике пĕрре мар Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. Кăçал вара вăл нумай çул ырми-канми ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Халĕ Аркаш тете килте ларать пулсан та кичемленме вăхăт çук унăн. Мăшăрĕпе вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. «Ачасене парса ямалăх аш-какай, пыл пултăр тетпĕр-çке. Вăй пур чухне ĕçлесчĕ-ха, выльăхне те пăхасчĕ», — пĕлтерет Аркадий Иванович. Кошкинсем 4 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли Светлана Шупашкарта медсестрара вăй хурать. Галина Элĕк районне качча кайнă, паянхи кун ки-лĕнче ачапа ларать. Иван Çĕнĕ Шупашкарта полици уйрăмĕнче ĕçлет. Кĕçĕнни Ирина та çемйипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. «Ачасем питех аякра мар та, час-часах килсе çÿреççĕ, пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла чухне пурте пуçтарăнса килеççĕ», — тет Аркаш тете. Уйрăмах ăна ачисем те хурт-хăмăр ĕçĕпе интересленни савăнтарать.

Акă, ывăлĕ Ваня отпуска килсен вăхăтне пыл хурчĕсемпе тăрмашсах ирттерет. Хурт-хăмăр ĕрчетессинчи çĕнĕлĕхсене пĕлме ятарлă кĕнекесем туянать, Интернетра кирлĕ информаци шырать. Хĕрĕ Галя вара пысăк утар туса хунă, хăйне валли те, сутмалăх та пыл туса илет çулсерен. «Пенсие кайсан тĕп ĕç — хурт-хăмăр ĕрчетесси пулса тăчĕ. Вĕсемпе тăрмашса вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Хĕл кунĕсенче вара хамăр ял çыннисем валли хурт вĕллисем ăсталатăп», — тет Аркаш тете. Ĕçчен те тăрăшуллă çемьене ялта та хисеплеççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Çакă ĕçчен çынна ял савать тени тĕрĕс пулнине тепĕр хут çирĕплетсе парать.

 

 



"Каçал Ен"
28 апреля 2012
00:00
Поделиться