Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманта асăрхануллă пулар

Уявсем вăхăтĕнче çынсем вăрмана уйрăмах йышлă çÿреççĕ. Пурнăçри паллă, асра юлмалли кунсене те кунтах паллă тăвасси çамрăксем хушшинче вăй илсех пырать. Вăрмана кĕме, паллах, чараймăн, кашни çын хыççăнах тĕрĕслесе тăраймăн. Çакнашкаллисене вăрманта асăрхануллă пулмалли çинчен çеç асăрхаттарас килет.

Уявра кăвайт чĕртмесĕр, шашлăк ăшаламасăр пулмастех. Хăшĕсем çапла та калама пултараççĕ: "Курăк шăтнă вĕт, апла пулсан ним хăрушши те çук". Анчах çакă ултавлă шухăш: ешĕл курăк айĕнчи типĕ çулçăсемпе типнĕ курăк та хăвăрт хыпса илме пултараççĕ. Эрех-сăра сыпнă хыççăн та асăрханулăхпа тимлĕх чакаççĕ. Ÿсĕр çын сÿнтермен пирус-сигарет тĕпне ăçта килчĕ унта пăрахать. Çакăн хыççăн инкек пуласса кĕтсех тăр. Вăрман – пирĕн пысăк пуянлăх, çут çанталăк, тăван тавралăх илемĕ. Ăна килеăрусем валли сыхласа хăварасси – кашни çын тивĕçĕ. Апла пулсан, вăрманта яланах тимлĕ пулар, унта "хĕрлĕ автана" ашкăнма парар мар.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 апреля 2012
00:00
Поделиться