Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрманти пушарсем

Çанталăк ăшăтса пынă май районти вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх ÿссе пырать. Пушарсен тĕп сăлтавĕ – сÿнтермен пирус, çунакан спичка, кантăк кĕленче; вăрман çывăхĕнчи типĕ курăка, çÿп-çапа сăнаса тăмасăр çунтарни. Анчах та пушарсем вăрманта ытларах вучах, кăвайт чĕртнĕрен пулаççĕ. Тепĕр чух тата вăрмана юриех чĕртсе яни те пулкалать. 2010 çулпа танлаштарсан пĕлтĕр вăрманта пушарсем пулман, анчах та çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест, мĕншĕн тесен вĕсен çывăхĕнче çулмасăр юлнă типĕ курăк нумай.

Вăрманта канакансем, çут çанталăка юратакансем, ял хуçалăх ертÿçисем!

Пушар пуласран сыхланас тесен вăрманта ансат правилăсене пăхăнмалла:

- çунакан спичкăсемпе сÿнтермен чĕлĕмсене, йăсăрланакан татăксене пăрахмалла мар;

- çамрăк хырлăхпа чăрăшлăхра тата йывăçсем çăра ÿсекен вырăнта, çиллĕ çанталăкра тата пăхса-сăнаса тăмасăр кăвайт ан чĕртĕр;

- вăрмантан кайнă чух кăвайта сÿнтермесĕр ан хăварăр;

- вăрман уçланкинчи тата çывăхĕнчи типĕ курăка чĕртсе ан ярăр;

- вăрманта каннă май хут, кантăк савăтсем тата ытти çÿп-çап пăрахса ан хăварăр.

Вăрманта пушар тухнине асăрхасан вут-çулăма хăвăр вăйпа сÿнтерме тăрăшăр. Чи ансат мел – çулăма симĕс çулçăллă туратсемпе çапса сÿнтерни. Пушар ăçта пулнине лесничествăна (8 (83547) 22370 телефонпа), пушар чаçне, вырăнти власть органĕсене пĕлтерме ан манăр.

Вăрмансене темиçе теçетке çул хушши ÿстереççĕ, вут-çулăм вара ăна пĕр самантра пĕтерет!

 



"Пирěн пурнăç"
28 апреля 2012
00:00
Поделиться