Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Йывăç ларт та, ăна упра

Çавнашкал ятлă акци йĕркелерĕç иртнĕ эрнере Тăвай енре. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн “Тăвай районĕнчи ялсене санитарипе экологи тĕлĕшпе тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх çинчен” постановленипе килĕшÿллĕн ирттернĕ. Ĕç ушкăнĕ ялсене тухса ăçта, хăш вырăнта хушма йывăç хунавĕсем лартмаллине палăртнă.

Йывăç кунĕ çитиччен тĕмсене кăларса хатĕрленĕ. Туя тата ытти йывăçсене Сĕнтĕрвăрри питомникĕнчен илсе килнĕ.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тăвай ялĕнчи Ленин проспекчĕпе урамĕнче йывăç лартакансем хавхаланса ĕçлерĕç. “Сахарок” магазин çывăхĕнче – пилешсем, Тăвайри культурăпа кану центрĕ çурчĕ çывăхĕнче туясем вырăн тупрĕç. Пĕр пин ытла йывăçпа тĕм лартрĕç çут çанталăка симĕслетессишĕн тимлекенсем, район администрацийĕнче ĕçлекенсем.

Сăн ÿкерчĕкре: Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнче йывăç лартаççĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
03 мая 2012
00:00
Поделиться