Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пурте пĕрле кар тăрар!

ÇУТ ÇАНТАЛĂК чĕрĕлнĕ тапхăрта çулсеренех вырăнсенче субботниксем йĕркелеççĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе пуçарнă санитарипе экологи уйăхлăхĕ кăçал та хастар иртмелле. Çак тĕллевпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хуласемпе ялсенчи ĕç коллективĕсене урамсемпе скверсене тасатса симĕслентерме, çул хĕррисемпе тротуарсене, çурт-картиш таврашĕсене, ача-пăча вылямалли лапамсене, масарсене тата ыттисене те тасатса йĕркене кĕртме чĕнсе каланă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пурте пĕрле кар тăнă тапхăрта ялсенчи çырма-çатра хĕррисене манса хăвармалла мар, мĕншĕн тесен нумай çĕрте шăпах çавнашкал вăрттăн кĕтессем çÿп-çап тăкмалли вырăнсем пулса тăнă. Çакнашкал тирпейсĕрлĕх, тасамарлăх вара пушар тухса пысăк сиен кÿресси патне те илсе çитерме пултарать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 мая 2012
00:00
Поделиться