Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Парк фестивале йыхравлать

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ тĕнчери парксен маршне кашни çулах активлă хутшăнать, тĕрлĕрен мероприятисемпе акцисем йĕркелесе ирттерет. Кăçал та, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шăмăршăри культура керменĕ умĕнчи лаптăкра "Заповедниксене пушарсенчен сыхлар" девизпа "Пурте пĕрле – пуласлăхшăн" экологи фестивальне ирттерме палăртнă.

Фестиваль программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. Унта ачасен пултарулăх ĕçĕсемпе паллашма пулать. Çут çанталăкăн çамрăк тусĕсене çавăн пекех кăсăклă конкурссемпе викторинăсем, вăйăсем кĕтеççĕ.

Эко-ярмарка та Шăмăршă пасарĕнчен пĕрре те кая пулмĕ. Кăмăл тăвакансем мастер-классене хутшăнма пултараççĕ. Спорт ăмăртăвĕсемпе вăййисенче вара чи маттуррисемпе вăйлисем палăрĕç. Çĕнтерÿçĕсене, яланхи пекех, парнесемпе хавхалантарăпăр. Пурин умĕнче те чыслани вара – хăех пысăк чыс.

"Парксен маршĕ" – ачасем, çут çанталăк тусĕсем кашни çулах тÿсĕмсĕр кĕтекен анлă акци. Кăçал та унта кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Хаваспах, хапăл тусах кĕтетпĕр сире.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 мая 2012
00:00
Поделиться