Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Милĕк хуçмасть, хурăн сĕткенне юхтармасть

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Йывăç лартакансен кунне паллă тăваççĕ. Пĕтĕм çĕр-шывĕпе ăна 2011 çулта кăна уявлама тытăннă. Чăваш Енре çак мероприятипе килĕшÿллĕн 4-5 пин хунав-тĕм лартма палăртнă. Чылай вăрман хуçалăхĕнче халĕ хĕрÿ ĕç пырать.

Çĕньялта пурăнакан Вячеслав Ильин акци, Йывăç кунĕпе çыхăннă пĕр-пĕр уяв пуласса кĕтмест, хăй палăртнă вырăнта чун ыйтнипе çулленех хунав лартать.

Вячеслав Ильин çут çанталăка мĕн пĕчĕкренех юратнă. 2000 çултан пуçласа тавралăха йывăçсемпе илемлетме пуçланă. Шел те, пирвайхи çул унăн хунавĕсене выльăхсем тĕп тунă - карталаманран ĕнесем çамрăк йывăçсене хуçса пĕтернĕ. Çут çанталăк тусĕ пур пĕрех пуç усман, тепĕр çулхине каллех хунавсем йăтса тухнă.

Вячеслав хурăнпа чăрăша кăмăллать. Вĕсем ăна илемĕпе илĕртеççĕ. Хунавсене арçын çывăхри вăрмана кайса илет. Юнашар лараканнисене, ÿснĕçемĕн пĕр-пĕрне чăрмантараканнисене, кăклать.

Кăçал Вячеслав 36 хурăн лартнă. 12 çулта вара тăпрана 350-360 тĕп чикнĕ. Ĕçе пуçăнмассерен 50-60 тĕп лартать пулин те хăшĕ-пĕри вăй илеймест, апла пулин те пархатарлă çак ĕçе пăрахăçламасть вăл. Ял хĕрринче унăн хастарлăхне пула илемлĕ сад ешерет. Малтанхи çулсенче лартнă йывăçсем хăйĕнчен те çÿллĕрех ÿснĕ. Ăвăсĕ те, юманĕ те, хырĕ те, çĕмĕрчĕ те кашлать унта. Çуркунне вĕсем папка кăларсан Вячеславăн чунĕ савăнăçпа тулать. Хăй лартнă йывăçсенчен милĕк хуçмасть. Хурăн сĕткенне юхтармасть. Çакăн хыççăн вĕсем майĕпен, вăйсăррăн çитĕннине лайăх пĕлет вăл. Çĕнĕ çул умĕн те çурта чĕрĕ чăрăшпа мар, искусственнăййипе илемлетет. Çамрăксене те вăрмана кайсан пĕччен йывăçа мар, çуммăн ларакан 3-4 чăрăшран пĕрине, варринчине, касма сĕнет. “Юнашар ÿсекенсем пĕр-пĕрне çитĕнме чăрмантараççĕ, çавăнпа вĕсене пĕлсе касмалла. Çулталăк тăршшĕпех йывăçсене сăнатăп. Хĕлле юр пусса хуçасран сыхлатăп, вăй илеймен хунавсем çумне патак чикетĕп. Çулла кăткă тĕммисене касатăп, курăк çулатăп. Çамрăксем ешĕл хунавсем çитĕнекен уçланка килĕштереççĕ. Шашлăк пĕçерме килеççĕ. Кăмпа вара кунта кĕркуннечченех ÿсет, таçти вăрмана утмалла мар...”

Вячеслав Ильин кĕркунне лартнă хунавсем лайăхрах ÿснине те палăртрĕ. Çуркуннехисем пурте чĕрĕлмеççĕ иккен.

Çемье пуçĕ кил-тĕрĕшре ĕçлеме те, çынсене пулăшма та, çут çанталăка упрама та вăхăт тупать. Хуçалăхĕ те пĕчĕк мар. Ильинсем 3 ĕне, 4 пăру усраççĕ. Вĕсене тăрантармашкăн нумай тăрăшмалла, çанă тавăрса вăй хумасăр тупăш тума май çукки паллă ĕнтĕ.

Ильинсем 1990 çулта çемье чăмăртанă, вĕсен - виçĕ ача. Иккĕшĕ ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухма ĕлкĕрнĕ. Шкулта ăс пухнă чухне вĕсем те Вячеслав Игоревичпа йывăç лартнă. Сăмах май, унăн ашшĕ те çак ĕçпе аппаланма юратнă. Пÿрт умĕнчи улмуççи садне те вăлах ĕрчетнĕ. Вячеслав лартнă чăрăшсемпе хурăнсем çимĕç памаççĕ пулин те çуркунне çитсен чуна ăшăтаççĕ. Вячеслав ăста платник, ялта пÿрт хăпартакансем ăна час-часах чĕнеççĕ. Эпир çитнĕ кун та вăл юлташне çурт тăрри витме пулăшатчĕ. Кил хуçи йывăçран тĕрлĕ япала каскалама та маçтăр.

Ял старостин тивĕçĕсене пурнăçлаканскер уйри çÿп-çап купишĕн кулянать. Ăна тĕп тума тĕллев лартнă вăл. Пĕрисем тавралăх илемĕшĕн тăрăшаççĕ, теприсем ăçта килнĕ - унта çÿп-çап купи тăваççĕ.

Çут çанталăка Вячеслав Ильин пек юратакансем, пĕр йывăç лартнипе çырлахманнисем ытларах пулсан тем пекехчĕ. Тăван тавралăх тирпейлĕхĕпе илемлĕхĕ хамăртан килнине кашнинех асра тытасчĕ.

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
18 мая 2012
00:00
Поделиться