Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тирпей-илем – хамăршăн

РАЙОНТА тирпей-илем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тăтăшах экологи субботникĕсем йĕркелеççĕ. Май килнĕ таран хамăр тăрăха тасалăхра тытма тăрăшаççĕ.

Анчах пĕрисен ĕçне теприсем хаклама пĕлменни шухăшлаттарать. Организацисемпе предприятисенче тата учрежденисенче ĕçлекенсем Шăмăршăра хăйсене уйăрса панă территорисене çÿп-çапран тасатаççĕ, тĕп урамри бордюрсене шуратаççĕ. Иртсе çÿрекенсем вара сăрланă бордюрсем тăрăх каçăрăлса утса пыраççĕ. Юнашар пыракан ачисене те таптанăшăн ашшĕ-амăшĕ чармасть. Пирус тĕпĕсене ăçта çитнĕ çавăнта пăрахаççĕ, канихвет хучĕсемпе ытти ăпăр-тапăр пирки те çавнах каламалла. Ипподром – районăн чапĕ те мухтавĕ. Ăна та тирпейлĕхре тытма тăрăшаççĕ. Йывăçсем лартса ÿстересси çине уйрăмах çивĕч пăхаççĕ. Ешĕл тумлă хурăнсем, çăкасем пурин кăмăлне те çĕклемеллех ĕнтĕ. Кунта та куçа курăнакан, чуна ыраттаракан ÿкерчĕксене асăрхатăн. Йĕри-тавра эрех-сăра кĕленчисемпе пылак шыв савăчĕсем йăваланса выртаççĕ. Кам ĕçнĕ тата хăçан; Паллах, субботника килнисем пушатман вĕсене. Апла пулсан пачах урăххисем çак киревсĕр ĕçе пурнăçлаççĕ. Нивушлĕ хăйсем хыççăн çÿп-çапа пуçтарса контейнера кайса пăрахма çук! Çакă йывăр ĕç мар та çав. ĕн каламалли, эпир хальлĕхе хамăра обществăлла вырăнта тытма вĕренмен-ха. Пирĕн çак тĕлĕшпе ÿсмелле те ÿсмелле. Енчен те хамăр пурăнакан тавралăха хамăр тирпей-илем кÿмесен, пире ăна никам та килсе туса памасть.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 мая 2012
00:00
Поделиться