Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрмана кĕме чарнă

Çуркуннехи-çуллахи пушар тĕлĕшпе хăрушă тапхăр пуçланнă пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çак вăхăтра вăрмансене кĕрсе çÿрес тĕлĕшпе чарусем йышăнни çинчен постановлени кăларнă.

Унпа килĕшÿллĕн, кăçалхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен (çанталăк условийĕсене кура) район территорийĕнчи вăрмансене граждансем тата транспорт хатĕрĕсем кĕрес тĕлĕшпе чарусем çирĕплетнĕ. «Вăрнарти вăрман хуçалăхĕ» учреждени директорне тата ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин «Вăрман пушар служби» учрежденийĕн Йĕпреç тата Вăрнар районĕсенчи участокĕн пуçлăхне пушар тухас хăрушлăх пур тапхăрта вăрмансене кĕме чарассине тивĕçтерме сĕннĕ.

Постановление пурнăçланине тĕрĕслевре тытассишĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлекен комисси председателĕ А.Владимиров яваплă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
26 мая 2012
00:00
Поделиться