Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кашниех чунпа эколог пуласчĕ

Çĕртмен 5-мĕшĕнче Эколог кунĕ пулчĕ. Уява 1972 çултанпа паллă тăваççĕ. Шăп çав кун Нацисен пĕрлештернĕ организацийĕ ирттернĕ конференцире тăван тавралăх ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Этем çут çанталăк ырлăхĕсĕр пурăнаймасть, çĕр çинчи чĕрĕ чун тăпра айĕнчи пурлăхсăр, ÿсен-тăрансăр, хĕвелпе шывсăр кун кунлаймĕ. Ĕлĕк-авал этем çут çанталăка кÿрентерме хăранă, йывăçăн чунĕ пуррине ĕненнĕ. Вăл çÿлелле туртăнать, вăй илет, ватăлать, типет. Ахальтен мар пулĕ чăвашсем Киремет йывăçне пуç çапнă. Типĕ çанталăкра çумăр ыйтнă, тухăçлă тыр-пула шанса парне панă, чÿк тунă. Киремет йывăçĕсем сайра çĕрте пулин те упранса юлнă-ха. Сăмахăма халăхăмăр йăли-йĕркипе мар, çут çанталăк ыйтăвĕсемпе çыхăнтарас килет.

Чăваш вăрманĕ çаралать, тирпейсĕрленет. Çакăншăн вăрманçăсене айăплас килмест, сахаллăн ĕçлекенскерсем пур çĕре те ĕлкĕреймеççĕ. Çĕнĕ саккунсемпе йышăнусем вара пулăшу кÿрес текенсене ура хураççĕ. «Çĕрпÿ районĕнче пурăнатăп. Ял çумĕнчи вăрман тăрăх çÿренĕ чухне хăрнă, йăваннă йывăçсене асăрхарăм. Вĕсене мунча хутма усă курма юрамасть-ши? Хайхискерсене илсе тухмашкăн йывăр мар. Вăрман тасални, тирпейленни лайăх вĕт. Эпĕ илтнĕ тăрăх - вырăнти халăхăн çакна тумашкăн ирĕк илмелле. Хам тĕллĕн ĕçе пуçăнсан административлă явап тыттарма пултараççĕ имĕш. Мĕн тумалла-ши? Хăрăк йывăç вырăнне хунав лартас килет», - çырать пĕр арçын. Вăрман хуçалăхĕн федераци агентствин 2011 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче тухнă хушăвĕ тăрăх - вутă хатĕрлес кăмăллă граждансен суту-илÿ килĕшĕвĕ тумалла. Йывăç-тĕм лартмалли кунсем кашни çул иртеççĕ. Кăçал Пĕтĕм Раççейри акцие республикăра пурăнакан 430 çын хутшăннă. Вĕсем 46, 9 гектар лаптăкра 186, 7 пин лăсăллă, 4, 5 пин çулçăллă йывăç, 50 тĕм лартнă. Çак ĕçе шкулта вĕренекенсене те явăçтараççĕ. Шупашкарти 48-мĕш, 54-мĕш шкулсенче ăс пухакансем аллея хывнă, туян 150 хунавне тăпрана чикнĕ. Вăрман хуçалăхĕн специалисчĕсем ачасене йывăçа тĕрĕс лартмалли, пăхмалли йĕркепе паллаштарнă. Çамрăк ăру çут çанталăкпа туслашни аван. Вĕсен планетăмăрăн “ÿпкине” сыхлама тивĕ. Ĕçĕ, шел те, чакмасть.Пĕрремĕш Петĕр патша Атăлçи тăрăхĕнче ÿсекен юмансенчен карапсем тутарнă. Çирĕп йывăç пулăшăвĕпе сывлăха çирĕплетме те май пур. Юман ÿсекен тăрăхра уçăлса çÿремелле çеç. Анчах кăçал хăш-пĕр лаптăкра йывăç çулçă кăлармарĕ. Чăваш юманне мĕн пулчĕ-ши? Айккинчен пăхсан çап-çара, хуп-хура тăраканскерсене çулçă хурчĕ тапăннă. Çу уйăхĕнче çанталăк ăшă тăнăран вăл йышлă хунанă. Чарăнмасăр çиекен хурт çитĕннĕ тата ватă йывăçсене кăмăллать. Ака уйăхĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа çăмартаран тухнăскер тÿрех çулçа сырса илет, папкасене çиме пуçлать. Çуркунне сивĕ пулсан вăл хытах ĕрчейместчĕ. Хурт кунĕн-çĕрĕн кăшлать, йывăç çулçисене тăрринчен пуçласа аялти турачĕсем таранах çиет. Вăл лĕпĕш хурчĕсемпе тăранса пурăнакан кайăксен тĕсĕ тата шучĕ пĕчĕкленнĕрен сарăлать, вăрмана сăтăр тăвать. Унпа биотехника меслечĕпе кĕрешеççĕ. Вăрманта кайăк-кĕшĕк валли вĕллесем çакаççĕ, кăткă ĕрчеме майсем тăваççĕ. Çумăр çусанах юмансем çулçă кăларĕç - хурт йĕпе-сапана кăмăлламасть. Çÿллĕ те сарлака вулăллă юман пĕчĕк сăтăрçăпа хăй тĕллĕн кĕрешеймест. Ăна этем пулăшăвĕ кирлĕ. Вăрмана хÿтĕлекен центр пĕлтернĕ тăрăх - сăтăрçă уйрăм йывăçсене тапăнать. Хула тулашĕнчи юмансене биопрепаратсем сапаççĕ иккен. Халăх йышлă çÿрекен вырăнта йывăçа им-çамлама шикленеççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче лăплантараççĕ: лĕпĕшсем куколкăсем пулса тăнă имĕш. Вĕсем юманлăха сиен кÿрекен тапхăр кăçал вĕçленнине палăртаççĕ. Эколог кунне çулталăкра пĕрре уявлатпăр. Манăн шухăшпа - Çĕр çинче пурăнакансен пурин те чунпа эколог пулмалла. Ĕмĕр тăршшĕпе пĕр йывăç та лартмасан, тавралăха тирпей-илем кĕртмесен пулас ăрусен ăçта пурăнмалла? Мĕн пуррине сыхласчĕ, сăтăрçăсене сарăлма парас марччĕ.


"Çамрăксен хаçачĕ"
08 июня 2012
00:00
Поделиться