Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Ан варала тавралăха, пулсам эс тус яланлăха!

ПУРĂННĂ чухне пиртен кашнийĕшех çут çанталăк тусĕ пулмалла пек. Вăхăтран-вăхăта çĕр аннемĕре хисеп туса ăна çÿп-çап айĕнчен кăларни, тавралăха тирпейлени пархатарлă ĕç. Çакна вырăнсенче çирĕп йăлана кĕртмелле. Ытлари кун, июнĕн 5-мĕшĕнче, Пĕтĕм Тĕнчери тавралăха сыхламалли куна халалласа, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Р. Вахитова ертсе пыракан отряд хăйсен ялĕнчи икĕ кÿлĕ таврашне тасатса йĕркене кĕртнĕ. Мĕн кăна сапаланса выртман унта! Халĕ вара канма та, шыва кĕме те кăмăллă. Малашне çак вырăна тирпейлĕ тытса тăрсан тем пекехчĕ...

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 июня 2012
00:00
Поделиться