Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

"Ан çÿпĕле!" акци

Çу кунĕсем хĕвеллĕ пулнипе вăхăта ытларах çут çанталăк ытамĕнче ирттерес килет. Ал айĕнче чи кирли – мороженăй, уçăлтаракан сĕткен... Хамăра тытма пĕлменни вара тавралăха илемсĕрлетнисĕр пуçне этеплĕх туйăмне те пĕтерет.

Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем тата ял халăхĕ çак йывăрлăхпа кĕрешмелли мел тупнă, "Ан çÿпĕле!" акци йĕркеленĕ. Сутнă кашни мороженăй, чипсы хутаççи, лимонад тата эрех-сăра кĕленчи, сигарет пачки çине туянакан çын хушаматне çырнă. Çак ĕçе пурнăçлама сутуçăсем пулăшнă. Енчен те çын хутаçа е кĕленчене урамрах утса хăварчĕ-тăк, ăна вуланнă хушаматпа тупса хыççăнах пуçтарттарма пулĕ. Тепрехинче вăл ăпăр-тапăр утса хăвармĕ.

Малашне тавралăха тасалăхра тытас ĕçе Атнар тăрăхĕнче ятарлă комисси тĕрĕслесе пырĕ. Вăл администраци ĕçченĕсенчен, ял старостисенчен тата депутатсенчен тăрĕ.



"Пирěн пурнăç"
20 июня 2012
00:00
Поделиться