Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Волонтерсен ырă ĕçĕ

Район центрĕнчен Сăкăта тăсăлакан асфальт çул хĕррине тепĕр виçĕ-тăватă çултан симĕс чăрăшпа хырсем илем кÿрĕç. Хальлĕхе çамрăк хунавсене пĕчĕк ача пекех пысăк тимлĕх кирлĕ. Вăл вара çук мар. Вăтам шкулăн волонтерĕсем вĕсене хÿтлĕхе илнĕ. Çак кунсенче вуннăмĕш класс хастарĕсем çум курăкран тасатнă, кăпкалатнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те йывăçсене куçран вĕçертесшĕн мар: сăнаса, пăхса тăрасшăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2012
00:00
Поделиться