Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Полигон. Вăл кăна та мар...

«Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев хуравлать.

- Миçе ял тăрăхĕнчи пĕве гидрохатĕрне юсаççĕ? Килес çул ăçтине çĕнетĕç?

- Кăçал Вăрнар районĕнчи Пăртас, Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар, Пăрачкав районĕнчи Анастасово, Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕсен гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсама палăртнă. Ĕçе пурнăçлама федерацирен - 34,2, республикăпа муниципалитетсенчен 3,1 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Хальхи вăхăтра Федерацин Шыв ресурсĕсен агентстви гидрохатĕрсене 2013 çулта çăмăллăн тата тĕпрен юсамалли хысна проекчĕсене йĕркелет. Унта пирĕн министерство та хутшăнать. Вĕсене авăн уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче пăхса тухаççĕ. Суйласа илнисенчен килес çул çĕнетмелли объектсен йышне кĕртеççĕ. Çуллен Чăваш Ен темиçе пĕве гидросооруженине юсама федераци хыснинчен кĕмĕл ыйтать.

- Çĕнĕ Шупашкарта йăлари хытă каяш полигонне тăвасси мĕншĕн тăсăлса кайрĕ?

- Строительство еплерех пынине Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсем, «Капиталлă строительствăн хула управленийĕ» муниципалитет предприятийĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Полигонăн патшалăх саккасçи - Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви - кашни эрнерех объектра канашлу ирттерет, подряд организацийĕсем хăйсен кулленхи тивĕçне мĕнлерех пурнăçланине, вĕсене укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ыйтусене тишкерет.

Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ тата «Парнас» общество 2011 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче çирĕплетнĕ килĕшĕве пурнăçласа иккĕмĕшĕн инженерипе коммуналлă инфратытăм объекчĕсене иртнĕ çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчех ĕçе кĕртмеллеччĕ. Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне предприяти килĕшÿре палăртнă кĕмĕлĕн 76,7 проценчĕпе кăна усă курчĕ. Кашни канашлурах общество директорне шаннă ĕçе тăсса пынăшăн асăрхаттарнă. Муниципалитет саккасçи - Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ - унран строительствăна хăвăртлатма пĕрре çеç мар ыйтрĕ. Спутник хула влаçĕ «Парнас» мăранлăхне текех чăтмарĕ, вăл хăйĕн тивĕçне туллин тата вăхăтра пурнăçламан пирки республикăн Арбитраж судне тавăç тăратрĕ. Çакă предприятие вăр-вартарах пулма хистессе шанас килет. Унăн килĕшĕве хăй ирĕкĕпе татма ирĕк пур. Суд йышăнăвĕпе те ăна подрядчикрен кăларма пултараççĕ.

- Полигон лапамĕнче лару-тăру мĕнлерех?

- Ăна хута яма «Воддорстрой» килĕшрĕ. Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне вăл килĕшÿре палăртнă укçан 69,6% ĕçе кĕртрĕ. Унăн строительствăна варкăш сывлăш кĕртме май пур. Анчах каяш «кирпĕчĕсене» купаламалли пĕрремĕш лаптăка вăхăтра хатĕрлесе çитермесĕр «Парнас» ăна ура хучĕ. Ĕç çывăх вăхăтра та çаплах пырсан «Воддорстрой» та килĕшÿре асăннă уйăхра объекта вĕçлесси иккĕлентерет. Мĕшĕлти «Парнаса» пула вăл хăйне кăçал уйăрма пăхнă 51,3 млн тенкĕрен 9,1 млн кăна ĕçе кĕртрĕ.

Текех «Парнаса» кĕтес мар терĕмĕр. Строительствăна хăвăртлатас тĕллевпе пĕрремĕш лаптăка вĕçне çитерме «Воддорстроя» та явăçтарма йышăннă. Вăл ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ. Унăн тĕллевĕ - лаптăкăн 70% хута ярасси, йĕри-тавра тимĕр-бетон капашĕ тытса çавăрасси. Çанталăк сивĕтиччен лаптăкра хÿтĕлев сийĕсене хумалла, çĕр айĕнчи пăрăхсен сăрхăнтармăш хатĕрĕсене вырнаçтармалла, куçа курăнман ытти ĕçе пурнăçламалла.

- Кăткăс ыйтусем татах пур-и?

- Полигон проектне темиçе хушăм кĕртмелле. Объектра тĕрĕслев-пропуск пункчĕ, тараса кĕтесĕ, администраципе ĕç коллективĕн корпусĕ, техника хатĕрĕ лартмалли тăрăллă гараж, автомашинăсене дезинфекцилемелли хатĕр тумалла. Полигон тĕллевне пурнăçламалли техника туянмалла. Мĕн пур тăкака проекта кĕртмелле.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче 42-мĕш указ кăларса Питтукассинчи йăлари хытă каяш вырăнне 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен çиелтен çĕрпе хупласа симĕслетме хушрĕ. Çĕнĕ Шупашкарти полигона хута ямасăр ăна ешĕллентерейместпĕр. Çавăнпа пĕр тĕллев - объекта палăртнă вăхăта ĕлкĕртесси.

Каяш «кирпĕчĕсене» /вĕсене цехран типĕтсе кăлараççĕ/ купаламалли пĕрремĕш лаптăк умĕнчи тепĕр чăрмав Раççейĕн Патшалăх экспертизин тĕп службипе тата каяша темиçе пая уйăракан комплекс лартассипе çыхăннă. Патшалăх эксперчĕсем проекта симĕс çутă памасан ĕç вăхăтлăха чарăнма пултарать. Комплекс валли укçа нумай кирлĕ. Хальхи вăхăтра проект-смета документацине çÿлерех асăннă пур объекта та кĕртес ĕç пырать, проекта туллин пурнăçа кĕртме нухрат мĕн чухлĕ кирлине шутлаççĕ. Кăçал республика хыснин саккунне каллех улшăну кĕртнĕ чухне полигона тата 7 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви 2012 çулта татах укçа илесси пирки республикăн Финанс министерствине ыйтупа тухрĕ.

- 2010 çулта вут-çулăм кĕллентернĕ вăрман лаптăкĕсене хăçан çунчăкран тасатса пĕтереççĕ?

- Ку ыйтăва эпĕ «Хыпара» пĕрре çеç мар хуравланă, тепĕр хут уçăмлататăп. 6177 гектар вăрман çунчĕ. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 2800 гектара çунчăкран тасатнă. 2013 çул вĕçлениччен юлнă лаптăкран турттарса тухмалла. Ытларах 20-40 çулсенчи йывăç. Нумайăшĕпе производствăра усă курма çук, чылайăшне шĕкĕ шăтара-шăтара хуппине тĕпретет. Çавнашкал лаптăкрине йăлтах тÿнтерсе пĕр тĕле çĕртме пухатпăр.

Строительствăра усă курма май пуррине çынсене сутатпăр. 2012 çулта - 335 пин, çав шутра вут-çулăм иртнĕ 1500 гектар лаптăкран 86 пин кубла метр илсе тухма палăртрăмăр.

- Кăçал «хĕрлĕ автан» вăрманçăсен сехрине хăптармарĕ-и? Пушар сÿнтермелли çĕнĕ техника татах туянтăр-и?

- Вăрман фончĕн çĕрĕнче пĕр пушар çеç тухрĕ. Шупашкар вăрманлăхĕн 0,08 гектар лаптăкне пысăках мар тăкак кăтартрĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекен «Вăрман пушарĕн служби» хысна учрежденийĕпе «Хыпар» тусĕсене паллаштарнă. Унăн штатĕнче 89 çын ĕçлемелле. Паянхи кун тĕлне 65-ĕн /73%/. Çанталăк ăшăтсан пушартан сыхланма вăхăтлăха 76 çынна ĕçе илнĕ. Служба сотрудникĕсен ĕç вăхăчĕ мĕн чухлĕ тăсăласси пушар хăрушлăхĕн класĕнчен килет. Вăл пысăклансан - хуралçăсен ытларах, сăмахран, 5 класа çитсен 8-21 сехетсенче вăрманта дежурствăра тăмалла.

Техника туянма федераци хыснинчен кĕмĕл уйăрасса кĕтетпĕр. Республикăран нумай мар, Мускав куçаракан нухратăн 5% чухлĕ кăна илетпĕр.

Службăн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕнче пушар сÿнтерекен автомашина водителĕсен йышне кăштах ÿстерме ыйтрĕç. Штата пысăклатрăмăр. Чăн та, хальлĕхе ĕçе çын илмен. Унта икĕ вырăн пушă. Вырнаçасшăнах мар. Служба водителĕсен кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 6 пин тенкĕ çеç.

- Республика çыннисене çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен - «Калининский», «Бугуяновский», «Кумашкинский» патшалăх саккаслăхĕсен - пуласлăхĕ кăсăклантарать.

- Вĕсене Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи йышăнăвĕпе йĕркеленĕ. Саккаслăхсен тĕллевĕ - Йĕпреç, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенчи çут çанталăк пурлăхне çĕр-çĕр çул вăл мĕнле пулнă çавнашкалах упраса хăварасси, ăна хушасси, экологи шайлашăвне тивĕçтересси. Ку лаптăксенче сунар йĕркелеме, производство валли пулă тытма, йывăç-тĕме касма, территорисен тĕллевĕпе çыхăнман строительство пуçарма юрамасть. Çапах та вĕсенче браконьерсем сунар ирттернĕ тĕслĕхсем пулнă.

Пĕлтĕр «Калининскипе» «Кумашкинский» хутлăхĕнче çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсенче федерацин çут çанталăка хÿтĕлесси çинчен калакан саккунне пăхăнмаллине ăнлантаракан пĕлтерÿ хатĕрĕсене вырнаçтартăмăр, территорисене хăтлăлатрăмăр. Ĕçе пурнăçлама Чăваш Ен хыснинчен 100 пин тенкĕ уйăрнă. Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен дирекцийĕ пуçарнипе вĕсенче тĕпчевçĕсем биотĕрлĕлĕхе тĕпчеççĕ, саккаслăхсенче йĕркене еплерех пăхăннине тишкереççĕ. Кунта министерствăн экологи тĕрĕслевĕн пайĕ те хутшăнать. Санитари тăрăмĕ виççĕшĕнче те норматива тивĕçтерет.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă



"Хыпар"
29 августа 2012
00:00
Поделиться