Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Кунта куç тулли илем

Шутласан, чăннипех çапла мар-и вара; Кунта – йĕри-тавра ытарайми илем. Çут çанталăк та хăй еккипе сывлать: пурте – хăй вырăнĕнче. Акă ăçта вăл чăн-чăн çăтмах!

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ – Кунта йăлт урăхла тĕнче.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ - патшалăх шайĕнче сыхласа упранакан территори. Кунта çут çанталăк, вăрман аталанăвĕ çынсем хутшăнмасăр, хăй еккипе пулса пыраççĕ. Паркра йывăçсене касма, ÿсен-тăрансене татма юрамасть. Сунар пирки вара сăмах та пулма пултараймасть. Пирĕн тăрăхри нумай чĕр чунсемпе ÿсен-тăрансене, хурт-кăпшанкăна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Вĕсене парк ĕçченĕсем кунĕн-çĕрĕн ырми-канми сыхлаççĕ.

Çут çанталăк илемĕ, кунта хăйне евĕр тавралăх çынсене те туртать, илĕртет. Ахальтен мар ĕнтĕ наци паркĕнче экологи туризмĕ çине тимлĕх ытларах та ытларах уйăраççĕ. Çакă – пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем" экологи сукмакĕ, сăмахран, туристсемшĕн чи илĕртÿллĕ вырăн, "Чăваш Республикинчи çичĕ тĕлĕнтермĕш" конкурс лауреачĕ пулса тăчĕ. Çак маршрутпа утса тухсан темĕн те куратăн, темĕн те пĕлетĕн. Пĕр сăмахпа, "кăвак хуппи" уçăлнăнах туйăнса каять.

"Чăваш вăрманĕ" – студентсемпе наука ĕçченĕсемшĕн те хăйне евĕрлĕ тĕпчев бази. Халĕччен кунта ют çĕр-шывсен специалисчĕсем те сахал мар пулса курнă, наука тĕпчевĕсем ирттернĕ. Республикăри çамрăксен экологи дружини вара кунта тахçанах çирĕп тымар янă. Унăн ĕçне йĕркелесе-ертсе пыраканĕ – директор çумĕ, аслă наука ĕçченĕ – Александр Яковлев. Сăмах май, вăл Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине хатĕрлес ĕçе те активлă хутшăнчĕ, вăл тăрăшнипех унта пирĕн тăрăхра флорăпа фауна тĕслĕхĕсем те вырăн тупрĕç.

Парк ĕçченĕсем яланах çĕннине шыраççĕ, уçман çеремсене уçаççĕ. Çакă кунта вăй хуракансемшĕн çеç мар, пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче кăна-ха, акă, "Чăваш вăрманĕнче" асра юлмалли курăмлă пулăм иртрĕ.

Тĕрĕссипе, вăрманçăсем çакна тахçанах хатĕрленме йышăннăччĕ, ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем туса ирттерчĕç. Тар тăкнин пĕтĕм тĕллевĕ – "Чăваш вăрманĕнче" çĕнĕ рекреаци объекчĕсем уçăлни. Çак мероприятисене вуншар та вуншар çын хутшăнчĕ.

Уяв Баскак поселокĕнчен пуçланчĕ. Кунта – информаци пункчĕ. Хаклă хăнасем те килсе çитрĕç. Вĕсем - Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев. Йăли çапла: уçма палăртнă объектсене хĕрлĕ хăю касса кĕмелле.

– Эпир пурне те хапăл, – терĕ парк директорĕ Юрий Татарских.

Информаци пункчĕ – хăйне евĕр объект. Кунта "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ пирки тулли информаци илме пулать. Кăмăл пур тăк - кунтах спорт инвентарьне, усăллă канма кирлĕ ытти хатĕрсем – тархасшăн.

Халĕ "беседка-гриль" текен ăнлав вăй илсе пырать, çакна кашниех хăй пĕлнĕ пек ăнланать. Çакнашкал беседка, хамăрла каласан, канмалли вырăн, кирлех. Вăл харăсах 15-20 çынна йышăнма пултарать. Мĕн кирли – пурте пур.

Уявăн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ – "Пархатар" этнокультура комплексне уçни. Çакă тăван халăхăмăрăн аваллăхĕпе те тачĕ çыхăннă. Тĕп символ: çулталăкри 12 уйăх, вĕсен пĕлтерĕшĕ.

Аваллăх – аваллăхах. Кун пек чухне халăхăмăрăн традицийĕсене шута илмесĕр те май çук. Çакна туйма çеç пĕлмелле. Пĕтмен-ха пирĕн хушăмăрта асатте-асаннесен йăли-йĕркисене тытса пыракансем: Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнне, тÿрех калатăп, республикăри паллă артистсемпе режиссерсем те ăмсаннă пулĕччĕç. Ачасем те аслисенчен юлмаççĕ. Районти Культура керменĕ çумĕнчи "Фламинго" ача-пăча ташшисен ушкăнне çÿрекенсем ташланă чух, ахăртнех, хĕр-пĕрчисемпе арçын ачасене хитре лĕпĕшсемпе, чечексемпе танлаштарчĕç пулĕ.

Маларах асăннă комплексăн тĕп пайĕ – "Аваллăх алăкне уçса" этно-экологи сукмакĕ. Кунта та пĕлмелли, курмалли чылай. Пĕлтерĕшĕпе илсен – вăл пирĕн тăрăхри ĕлĕкхипе хальхине çыхăнтаракан тĕвĕ, шкулта вĕренекенсемшĕн – кăтарту пособийĕ.

Кама илĕртмест-ши Пасна юхан шывĕ; Унăн юхăмĕ, хумĕсем хăйне евĕр илеме пĕрлештерсе тăраççĕ. Муллиная поселокĕ çывăхĕнче "Липовый кРай" вырăн уçăлчĕ. Çак ятра хăйне евĕр символика та пур: чăвашла çăка ырлăхĕ темелле-ши; Сап-сарă хăйăрлă çырансем, тăп-тăрă хумсем. Пыра-киле кунта спортсменсем иленес шанăç та пур: футбол площадки, волейболпа баскетбол площадкисем.

Кашни мероприятипе пулăмăн – хăйĕн пĕлтерĕшĕ, нихăшĕ те палăрăмсăр иртмест. Çакна "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн директорĕ Юрий Татарских те палăртрĕ:

– Эпир пуласлăхшăн ĕçлетпĕр.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче туризма аталантарас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников та палăртрĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 сентября 2012
00:00
Поделиться